Чăваш Енре çĕлен сăхнă тĕслĕх нумайланнă

Çулла пуçланнăранпа республикăра 11 çын çĕлен сăхнипе шар курнă. Çиччĕшĕ халĕ Шупашкарти васкавлă медицина пулашăвĕн больницинче выртать.

Екатерина Фомина

Унтан пĕлтернĕ тăрăх, вĕсен пурнăçĕшĕн хăрушлăх çук, анчах вăрах сипленме тивет. Çавăн пекех кăçал ачасем те çĕлен сăхнăран аптранă. Вĕсене Шупашкарти виççĕмĕш ача-пăча больницине вырттарнă. Пирĕн тăрăхра çын сывлăхне сиен кÿрекенни хура çĕлен тĕл пулать. Унăн наркăмăшĕ юна, нерв тытăмне витĕм кÿрет. Виçĕ çул тултарман ачасем пурнăçран уйрăлма та пултараççĕ. Аслисене хура çĕлен сăхнă хыççăн аллерги ураран ÿкерет. Специалистсем палăртнă тăрăх, çĕленсене тĕкĕнмесен, вĕсем хăйсем тапăнмаççĕ. Çавăнпа та вăрмана кайсан асăрханса çÿремелле. Çĕленсем нÿрĕк юратаççĕ. Вĕсем шыв хĕрринче, кивĕ тункатасем çывăхĕнче пулаççĕ. Вăрăм кунчаллă атă тăхăнсан лайăхрах, хура çĕлен 15 сантиметр çÿллĕш сикме пултарать. Курăка малтан патакпа сирсе тĕрĕслемелле. Пĕрле аллергие хирĕç кĕрешекен эмел илсе çÿремелле. Енчен те çĕлен сăхрĕ пулсан медицина пулăшăвĕ чĕнме васкамалла. Сăмах май, пĕлтĕр Чăваш Енре çĕлен сăхнипе 16 çын шар курнă.