Вăрнар районĕнчи Мăньял Хапăс çывăхĕнчи авалхи масарта каллех археологсем ĕçлеме пуçланă

2012 çултанпа кунта Чăваш Патшалăх гуманитари институчĕн наука сотрудникĕсемпе пĕрле Мордва республикинчи Евсевьев ячĕллĕ педагогика институчĕн студенчĕсем тĕпчеве хутшăнаççĕ.

Юлия Иванова

Педагогика университечĕн аслă преподавателĕ Николай Мясников пĕлтернĕ тăрăх, пĕлтĕр Пăртаспа Мăньял Хапăс хушшинчи сăмсахра хĕрарăма тата пĕчĕк ачана пытарнă вырăнсене тупнă пулсан, кăçал арçынсен вилтăприсене асăрханă. Этем шăмми-шаккисĕр пуçне кунта çар çынни усă куракан япала нумай пулнă. Çав шутра сăнă, хĕç, çĕçĕ тата ытти те. Унсăр пуçне куршаксем чавса кăларнă. Унта мĕн пулнине тĕрĕслеме савăтсене Раççей наука академине ăсатнă, кăтартусем кĕркунне пулĕç.

Археологсем тупнă япаласемпе пирĕн саманан пĕрремĕш – виççĕмĕш ĕмĕрĕсенче усă курнă тесе шутлаççĕ. Вĕсем мордва этносĕ чăваш çĕрĕнче йĕркеленнĕ вăхăта палăртаççĕ. 2012 çултанпа 73, кăçал вара 9 вилтăпри тĕпченĕ.