Патăрьел районĕнче йăлана кĕнĕ Кокель пленэрĕ иртет

Чăвашсен пĕрремĕш профессиллĕ художникĕ Алексей Кокель çуралса ÿснĕ Патăрьел районĕнчи Турханта Халăхсем хушшинчи 11-мĕш пленэр вĕçленсе пырать. Кăçал унта яланхи пекех Раççейĕн тĕрлĕ хулинчен, Украинăпа Беларуçрен килнĕ ÿнерçĕсем хутшăнаççĕ. Пĕр вăхăтрах Патăрьелти искусство шкулĕнче вĕренекен çамрăк художниксем те пысăк маçтăрсем çумĕнче ăсталăхне ÿстереççĕ.

Марина Карягина, Вадим Владимиров

Патăрьел тăрăхĕнче çĕнĕ анекдот çÿрет: пĕр вырăнта хытса тăракан тĕлĕнтермĕш çынсене инçетрен курнă турхансем пĕр-пĕринчен „Мĕнле этемсем вĕсем?“ тесе ыйтнă пулать те, пĕлекенсем „Çынсем мар вĕсем – художниксем“ тесе хуравланă. Шалкăм çумăр çăвать-и, хĕртсе хĕвел пăхать-и – вунă кунлăха пленэра пухăннă ÿнерçĕсемшĕн юрăхсăр çанталăк çук. Чикĕ леш енчен килнисемшĕн уйрăмах пурте кăсăклă: кунти улăх-çаранпа çырма-çатра, халăх йăли-йĕркипе авалтан упранса юлнă культури, вырăнти çынсен тыткаларăшĕ... Анастасия Качина Мускавра пурăнакан Украина хĕрĕ, вăл Чăваш Енре пĕррĕмĕш хут. „Сирĕн патра сывлăш питĕ тутлă! – тет вăл хăйĕн чечен чечекĕсене кăтартнă май. – Тата... ĕнесем ытарайми хитре!“ Унăн Харьковран килнĕ ашшĕпе амăшĕ те, Валентинăпа Сергей Качинсем, юнашарах. Вĕсене Чăваш Ене кайса курма Кокель пленэрне йĕркелесе яракансенчен пĕри, Украина халăх художникĕ Виктор Ковтун сĕннĕ. Вĕсем пурте хăйсене Харьков ÿкерÿ шкулĕн вĕренекенĕсем теççĕ, çак шкулăн никĕсĕнче вара – пирĕн ентешĕмĕр Алексей Кокель хывнă вĕрентÿ. Репин çумĕнче пултарулăхне туптанă чăваш çинчен эпир халĕ те сахал пĕлетпĕр-ха.

Беларуçрен килнĕ Николай Бондарчука кунти тавралăх нимпе те тĕлĕнтермен: хир-вăрман, тĕссен курăнăвĕ йăлтах Гродно таврашĕнчи пекех-мĕн. Вăл Турхан ачисем пысăк культурăллă пулнине асăрханă: пурте сывлăх сунаççĕ, пырса интересленеççĕ иккен. Самартан иккĕмĕш çул килнĕ Владимир Башкиров та кунти çынсен тараватлăхне, ыркăмăллăхне палăртать: ют çынпа сăмах тупаççĕ, иртсе кайнă чухне чарса хăналаççĕ, тет. Çарансенче кĕтÿ нумаййи, ялта ача-пăча чылаййи пурнăçа тултарса, илемлетсе тăрать, тет çичĕ кун хушшинче тăхăр ÿкерчĕк сăнарласа ĕлкĕрнĕ художник. Ачасене ытти хăнасем те кăмăллани сисĕнет.

Хусантан килекен Зуфар Гимаев аллине турхансем вăл çыракан портретсенче тÿрех палласа илеççĕ. Кăçал вăл çавăн пекех Аслă Чементи 92-ри Нина Мулгачеван сăнарне пир çине куçарнă. Хăй каласа панă тăрăх, чăвашсен наци уйрăмлăхне вăл сăн-пит, тумтирпе йăлара усă куракан япаласем урлă мар, калаçтара-калаçтара шалти тĕнчине уçнă май кăтартать. Рамиль Мигранов Ĕпхÿ художникĕпе икĕ çул юнашар ĕçлесе вĕсем турхансемпе тăванлашсах ĕлкĕрнĕ темелле. Пленэр йĕркине пăхăнса, Пушкăрт художникĕ те кунти тавралăха юратса сăнарланă пĕр ĕçне вырăнти галерейăна парнелесе хăварать. Кăçалхи пленэрăн малтанхисенчен уйрăмлăхĕ пур: пысăк ăстасемпе юнашарах Патăрьелти ÿнер шкулне çÿрекенсем ĕçлеççĕ. Унти вĕрентекенсем республикăран 100 пин грант илес ĕмĕтпе пурăнаççĕ. Район администрацийĕ тепĕр 91 пин хушса парсан, куçса çÿрекен куравпа тĕрлĕ çĕре çитсе Кокель ятне çĕклеме пулĕччĕ, теççĕ. Аслисем çумĕнче ĕç пулăхлăхĕ курăмлă. Çак пулăмăн пĕлтерĕшĕ çулсем иртнĕçемĕн палăрĕ-ха.

Пурăна-киле Патăрьел тăрăхĕнчен Алексей Кокель шайĕнчи пĕр ÿнерçĕ тухсан та, çак аслă пуçарăвăн тĕллевĕ пурнăçланчĕ теме пулĕччĕ.