Паян пушара хирĕç кĕрешекенсен тытăмне йĕркеленĕренпе 90 çул çитрĕ

Çавна май Чрезвычайлă лару-тăру министерствин республикăри Управленийĕнче çак службăра тăрăшакансене пысăк çитĕнӳсемшĕн медальсемпе хисеп хучĕсем парса чысларĕç.

Оксана Баскакова, Владимир Синдеев

Уява Чрезвычайлă лару-тăру министерствин республикăри тĕп управленийĕн пуçлăхĕ Станислав Антонов уçрĕ. Вăл пушар надзорĕн историйĕпе паллаштарчĕ. Çак службăна 1927 çулта çулăмлă инкексен шутне тата вĕсен сиенне чакарас тĕллевпе йĕркеленĕ. Уявра чи тăрăшуллисене медальсемпе хисеп хучĕсем парса саламларĕç.

Пушар хуралĕнче тăрăшакансене вырăнти хăйтытăмлăх органĕсенче ĕçлекенсем те ăнăçу сунчĕç. Ырă сăмахсемпе çеç мар, парнесем парса та хавхалантарчĕç. Юлашки вăхăтра хутшăнусенче ырă улшăнусем пулнине палăртрĕç. Инспекторсем ытларах штраф пухас тесе мар, профилактика ĕçне вăйлатассипе тăрăшаççĕ.

Çăлавçăсемпе нумай çул тачă çыхăнса ĕçлекен тĕрлĕ организацири специалистсене вара «Князь Львов» медальсемпе чысларĕç. Вĕсен йышĕнче пирĕн ĕçтеш Владимир Синдеев телеоператор та пулчĕ. Уява пухăннисене ача-пăча ушкăнĕсем юрăсемпе саламларĕç.