Республикăра нумай çул ÿсекен курăка 80 процент çулнă

Çумăр чарăнмасăр çуни ял хуçалăхĕнче тăрăшакансене ура хурать. Çанталăк пĕр вăхăт уяр тăнипе усă курса хресченсем выльăх апачĕ хатĕрлессине хăвăртлатнă.

Надежда Александрова

Ял хуçалăх министерствин кăтартăвĕпе, паянхи куна нумай çул ӳсекен курăка 81 пин ытла гектар çулнă. Ку вăл мĕн пур лаптăкăн 79 проценчĕ. Çавăн пекех сенаж тата силос хатĕрлеççĕ. Хĕл каçма республикăри хуçалăхсене 586 пин тонна утă, çавăн чухлех тырă тата 193 пин тонна улăм кирлĕ.

- Паянхи кун пире çанталăк эрне çурă ĕçлеме пачĕ. Кĕрхи тырă акма районта 3105 га хатĕрленĕ. Районта нумай çул ӳсекен курăк лаптăкĕсем 9057 га. 3037 тонна утă янтăланă, - тет Етĕрне район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Александр Семенов.