Республикăри темиçе ял-хула электричествосăр юлнă

Иртнĕ çĕрле республикăра аслати тата тăвăллă çил алхаснине пула Çĕмĕрле, Элĕк, Шупашкар, Сĕнтĕрвăрри, Муркаш районĕсенче пурăнакансем электричествосăр юлнă. Унсăр пуçне Муркаш тăрăхĕнче аçа çапнипе икĕ пушар тухнă.

Екатерина Фомина, Оксана Баскакова, Владимир Синдеев

Пуринчен ытла Çĕмерле хули шар курнă. Кунта йывăçсем ÿкнĕ, электролини пралукĕсем татăлнă, газ пăрăхĕсем сиенленнĕ. Юсав ĕçĕсене çийĕнчех пуçăннă. Лару-тăрăва яваплă службăсем асăрхасах тăраççĕ. Пурĕ республикăра энергетиксен 8 бригади ĕçлет.