Тĕп хулара шкулсен ĕç-хĕлне пĕтĕмлетрĕç

Хула администрацийĕн Вĕренӳ управленийĕ шкулсен 3 çулхи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетрĕ. Çак тĕллевпе ирттернĕ семинарта ачасен вĕренĕвне мĕнле йĕркеленине сÿтсе яврĕç. Çавăн пекех хăш шкулсем хăйсен тивĕçне лайăх пурнăçланине, теприсем вара мĕншĕн юлса пынине тишкерчĕç.

Оксана Баскакова, Владимир Синдеев

Семинарта Вĕренӳ управленийĕн пуçлăхĕ Дмитрий Захаров шкулсен ĕçне мĕн енчен хакланипе паллаштарчĕ. Ку малтанхи пĕтĕмлетӳ çеç, асăрхаттарчĕ вăл. Кăтартусене хатĕрленĕ чухне шкулсем грантсемпе тĕрлĕ проекта хутшăннине, пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕсенчи паллăсене, вĕрентекенсен ăсталăхне шута илнĕ. Çавăн пекех ачасен пушă вăхăтне мĕнле йĕркеленине, преступленисен шутне те пăхнă. Хула администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Алла Салаева кашни шкул лайăх енсемпе палăрса тăнине каларĕ. „Çак хаклава эпир çитменлĕхсене пĕтерме, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашма турăмăр», - терĕ.

Директорсен пухăвĕ ахальтен мар 40-мĕш шкулта иртрĕ. Ку учреждени «Манăн ĕмĕтри шкул картишĕ» хула проектĕнче çĕнтернĕ. Ачасем чечексем лартнă, йăрансене çумланă. Алла Салаева вĕренекенсен пушă вăхăтне тĕрĕс йĕркелени ырă пулăм, терĕ. Сăмахран, хулари 60-мĕш шкулта 8 пултарулăх кружокĕ тата 13 спорт секцийĕ ĕçлет. Проектсене хутшăнассипе 38-мĕш шкул малта пырать. Иртнĕ вĕренӳ çулĕнче вĕсем 9 ĕç тăратнă. 2-мĕш лицейра вара чи нумай çамрăк вĕрентекен тăрăшать. Хула администрацийĕн пĕтĕмлетĕвĕпе ашшĕ-амăшĕпе ачасене çурла уйăхĕнчи конференци хыççăн паллаштарĕç.