Машинпа икĕ çынна çапса хăварнă та тарнă

Елчĕк районĕнче 54 тата 35 çулти арçынсем машин урапи айне лексе пурнăçран уйрăлнă. Инкек Тĕмерпе Аслă Таяпа ялĕсем хушшинче пулнă.

Екатерина Фомина, Вадим Владимиров

Следовательсем пĕлтернĕ тăрăх, эрнекун каçпа Кĕçĕн Таяпа ялĕнче пурăнакансем мотоблокпа çула тухнă. Бензин пĕтнине кура ытти водительтен пулăшу ыйтма чарăннă. Çак вăхăтра Елчĕк енне Комсомольскинчи полици уйрăмĕнче тăрăшакан 27 çулти çамрăк Шкода Октавиа машинпа пысăк хăвăртлăхпа иртсе пынă. Çул хĕрринче тăракан арçынсене çапса кайнă. Йывăр суранланнине пула вĕсем вырăнтах вилнĕ.

- Халĕ следовательсем инкек мĕнле тухма пултарнине тĕпчеççĕ. Судпа медицина, автотехника экспертизисем иртеççĕ. Палăртса хăварас килет, çынсене çапса кайнă чухне вăл урă пулнă, - тет РФ следстви комитечĕн ЧР управленийĕнчи инспектор Ирина Алексеева.

Следстви комитечĕ полицейски тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă. Паян ăна арестленĕ. Çавăн пекех Шалти ĕçсен министрĕн хушăвĕпе ĕçрен хăтарнă. Унсăр пуçне Комсомольскинчи полици пайĕн пуçлăхне те ĕçрен кăларнă.