Сывлăх кунĕнче çĕршер çын Шупашкарти пляжа пухăнчĕ

Республикăра черетлĕ „Сывлăх кунĕ“ иртрĕ. Мĕн пур физкультура комплексĕпе спорт залĕнче сывă пурнăç йĕркине кăмăллакансене тÿлевсĕрех йышăнчĕç. Тĕп хулара вара çак кун пурне те уçă сывлăша, çĕнетнĕ Атăл хĕррине йыхравларĕç.

Владимир Тимофеев, Вячеслав Ильин

Хĕвеллĕ те шăрăх çанталăкшăн тунсăхласа çитнĕ çынсем Сывлăх кунĕнче спорт залĕсене мар, пляжа васкарĕç. Кунта вăхăта усăллă та кăсаклă ирттерме пĕтĕм май пур. Пĕрисем çĕнĕ çул тăрăх чупрĕç, теприсем велосипедпа ярăнчĕç. Спорт лаптăкĕсенче вара тĕрлĕ вăйăра вăй виçрĕç. Кунта ахаль çынсем те, спортсменсем те йышлă пулчĕç. Уйрăммăн илсен, триатлон тата панкратион шкулĕсене çÿрекенсем хăйсен ăсталăхне кăтартрĕç. Тренерсен шухăшĕпе, çакă пĕр енчен тренировка, тепĕр енчен ытларах çамрăка спорта явăçтарма май парать.

Шупашкарта йога та вăй илсе пырать. Хĕвел тухăç философине тĕпе хунă гимнастика сывлăха çирĕплетме те, ăс-хакăла аталантарма та пулăшать. Ирхи зарядкăра кашни кăмăл тăвакана йогăри тĕп хусканусене кăтартрĕç. Çавăн пекех çынсене тĕрлĕ тренажер илĕртрĕ, кунтах фитнес лаптăкĕсем ĕçлерĕç. Волейболла выляма кăмăллакан та çителĕклĕ пулчĕ.

Пĕтĕмлетсе каласан, канмалли куна Атăл хĕрринче ирттерме шутланисем пĕрре те ÿкĕнмерĕç. Нумайăшĕ кăçал пĕрремĕш хут шыва кĕчĕç.

Физкультура тата спорт министерствин кăтартăвĕпе, республикăра пĕтĕмпе Сывлăх кунне 160 ытла пин çын хутшăннă. Тепрехинче вăл çурла уйăхĕн 12-мĕшĕнче пулĕ.