Лавкка-пасарта пахча-çимĕçпе улма-çырла хакланнă

Хăяр е панулми пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан вăтамран 2 хут ытларах тăрать. Çакă мĕнпе çыхăннă? Хуравне пирĕн пултарулăх ушкăнĕ шырарĕ.

Алексей Енейкин, Мария Никифорова, Владимир Синдеев

Шупашкарти тĕп пасарта паян мĕн çиес килни пĕтĕмпех пур. Анчах та туянакана хаксем шухăшлаттараççĕ. Урамра çулла пулсан та, хăш-пĕр пахча-çимĕç хĕллехинчен те хаклăрах. Шупашкар районĕнчи Шĕнерпуç ялĕнче пурăнакан Валерий Тихонов теплицăра хăяр ӳстерет. Иртнĕ уйăхсенче çанталăк сивĕ тăнăран тухăç сахал пулнине калать. Çакă, паллах, хаксене те витĕм кÿрет.

Пасара килекенсем халĕ хамăр тăрăхра ӳсекен ытти пахча-çимĕç те пĕлтĕрхинчен хаклăрах пулнине калаççĕ. Фермерсем вара çакăн сăлтавне каллех çанталăкпа çыхăнтараççĕ. Муркаш районĕнчи Сыпайкассинче пурăнакан Альбина Кудряшова 3 гектар çинче 4 тĕрлĕ çĕр çырли ӳстерет. Юратнă ĕçпе 30 çул аппаланать. Çанталăк темле вылянсан та, çырлана пĕлтĕрхи хакпах сутма тăрăшатăп,тет.

Çырлапа кăна хырăма тăрантараймăн, теççĕ. Шупашкарти пасарсенче пĕр кило çĕр улми иртнĕ çул 23 тенкĕ тăнă пулсан, кăçал — 32. Панулми вара сортне кура темиçе хут та хакланнă. Çакă хăш-пĕр çĕршывсемпе суту-илӳ çулĕ хупăннипе çыхăннă. Çĕнĕ çимĕç хамăр çĕршывра хальлĕхе пулса ĕлкĕреймен-ха. Çавăнпа та паянхи кун панулмие Аргентинăран та илсе килеççĕ. Экономика министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, Чăваш Енри лавккасемпе пасарсенчи хаксем ытлашши уйрăлсах тăмаççĕ. Специалистсем лару-тăрăва кашни эрнерех сăнаса тăраççĕ. Хаксем улшăннине инфляци кăштах ӳснипе те ăнлантараççĕ. Апла пулсан та, республикăра сутакан пахча-çимĕç хакĕ, Атăл тăрăхĕнчи ытти регионсемпе танлаштарсан, хальлĕхе вăтам шайра тытăнса тăрать. Хăш-пĕр продукци вара пĕлтĕртенпе йӳнелме ĕлкĕрнĕ. Сăмахран, сыснапа чăх какайĕ, пулă, тип çу, çăмарта, сахăр-тăвар, чей, хура тул, рис тата çăнăхран тунă продукци.