Шупашкарпа Етĕрнери эрех завочĕсем çĕнĕрен ĕçлесе кайнă

Республикăри икĕ предприяти çак эрнере çĕнĕрен вăй илчĕ. Етĕрнери спирт тата Шупашкарти эрех завочĕсем пĕрремĕш линисене хута ячĕç. Тĕплĕнрех - Леонид Петров корреспондент сюжетĕнче.

Леонид Петров, Вадим Владимиров

Етĕрнери завод 7 çул каялла хупăннă. Кунта тăрăшнă специалистсен ирĕксĕрех урăх професси алла илме тивнĕ. Екатерина Иванова машинист, сăмахран, ĕçсĕр юлсан сутуçăна вырнаçнă. Çав вăхăтрах тăван предприятие таврăнма ĕмĕтленнĕ. Пуш уйăхĕнче производствăна çĕнĕрен хута ярсан, пĕр шутламасăр кунта пăрахса килнĕ. Цехсенче халĕ 90 çын тăрăшать. Маçтăрсен малтанах техникăна йĕркене кĕртме тивнĕ. Халĕ станоксем пĕр чарăнмасăр ĕçлеççĕ. Предприятире савăт дизайнне улăштарнă. Шĕвек рецептне вара малтанхи пекех хăварнă. Цехсемпе Республика Правительствин пуçлăхĕ Иван Моторин тата Ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов паллашрĕç. Çавăн пекех хăнасене хатĕр продукцин складне кăтартрĕç. Çĕртме уйăхĕнче заводра 300 пин дал шĕвек кăларнă. Çав вăхăтрах кунта спирт тума чарăннă.

Шупашкарти эрех завочĕн историйĕ вара 19-мĕш ĕмĕр вĕçĕнчех пуçланнă. Вăл 1899 çулхи çурла уйăхĕнче уçăлнă. Ун йышши предприятисем Хусан кĕпĕрнинче 3 çеç пулнă: Хусанта, Чистайра тата Шупашкарта. Пĕрремĕш тĕнче вăрçи пуçлансан завод хупăннă. Тепĕр хут 1927 çулта çеç вăй илнĕ, паллаштарчĕ заводăн историйĕпе унăн ертÿçи Олег Мешков. 90-мĕш çулсенче ĕç хатĕрĕсене çĕнетнĕ. Халĕ кунта 7 автоматизациленĕ лини. Паян предприятире 140 çын тăрăшать.

Заводра 13 тĕрлĕ шурă тата 6 тĕрлĕ хĕрлĕ эрех кăлараççĕ. Хăшĕ-пĕрне хатĕрлеме ятарлă курăка Пушкăрт республикинчен илсе килеççĕ. Малашне чĕр-таварпа тивĕçтерме хамăр предприятисене те явăçтарас тĕллевлĕ.
Предприяти вăй илсе пырать кăна пулин те, кăçал 240 пин декалитр продукци сутма палăртнă. Çакă хыснана çур миллиард тенкĕ тупăш парĕ.