Республика влаçĕсем пулас кадет корпусĕн проектне халăхпа сÿтсе яврĕç

Шупашкарта кадет корпусĕ тăвассипе çыхăннă хĕрӳ ыйтăва сӳтсе яврĕç. Пĕрисем строительство Трактор тăвакансен культура керменĕ хыçĕнчи парка тĕп тума пултарать теççĕ, теприсен шухăшĕпе çакă тавралăха тирпей-илем кĕртме пулăшĕ. Лару-тăрăва уçăмлатас тĕллевпе Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, строительсем тата архитекторсем вырăна тухса канашлу ирттерчĕç.

Надежда Александрова, Виктор Вавилкин, Павел Иритков

Трактор тăвакансен культура керменĕ хыçĕнче пушă вырăн. Шăпах çакăнта 2018 çулхи вĕренӳ çулĕ тĕлне кадет корпусĕ çĕкленсе лармалла. Унпа юнашар спорт комплексĕ, футбол уйĕ, хоккей курупки, волейбол тата баскетбол лаптăкĕсем, чупмалли çулсем пулĕç. Тата тепĕр çултан пăр керменĕ хута яма палăртнă. Кадет шкулне тума паркри йывăçсене касма тивĕ. Пурĕ 700 яхăн тĕм. Çапах та вĕренÿ учрежденине туса пĕтерсен ун йĕри-тавра çĕнĕ хунавсем лартма шантараççĕ. Çакăнпа пĕрлех хула влаçĕ кунти ращана йĕркене кĕртес тĕллевлĕ. Унта велосипед çулĕсем, фонтан, кафе, аттракционсен паркĕ пулĕ. Хула çыннисем пулас улшăнусене хавхаланса йышăнаççĕ.

Аса илтеретпĕр, кадет корпусĕ тăвасси çинчен калакан килĕшĕве иртнĕ уйăхра Раççей хÿтĕлев министрĕ Сергей Шойгу, Раççей Президенчĕн Атăл тăрăхĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич, Чăваш Ен пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата „Ренова“ компанисен ушкăнĕн директорсен Канашĕн председателĕ Виктор Вексельберг алă пусса çирĕплетрĕç.

Кадет корпусĕнче Раççейĕн сывлăшпа космос çарĕсем валли специалистсем хатĕрлĕç. Вĕренме 5-мĕш класс хыççăн илĕç. Вăл шутра хамăр республикăран анчах мар, ытти регионтан та. Çĕнĕ вĕренÿ учрежденинче пурĕ 400 ача ăс пухĕ.