Чăваш Енре Пĕтĕм тĕнчери „Пурçăн çул“ раллин пĕр тапхăрĕ иртрĕ

Етĕрне районĕнче ăмăртнă хыççăн спортсменсем мăнаçлă техникăпа Шупашкар урамĕсемпе иртсе кÿлемĕшре хула çыннисемпе тĕл пулчĕç.

Оксана Баскакова, Вячеслав Ильин

Пĕрремĕш хут „Пурçăн çул“ ралли 2009 çулта иртнĕ. Ун чухне ăмăрту 3 çĕршыва – Раççее, Казахстана тата Туркменистана пĕрлештернĕ. Кăçалхи „Пурçăн çул“ Мускавран старт илнĕ, Китайри Сиань хулинче вĕçленĕ. Пĕтĕмпе спортсменсем 9 пин çухрăм парăнтарĕç. Чăваш Енре вĕсем Шупашкарти аэроклубра палаткăсенче çĕр каçрĕç. Вĕсемпе тата йĕркелÿçĕсемпе Республика Пуçлăхе Михаил Игнатьев тĕл пулчĕ, марафона хутшăнакансене ăнăçу сунчĕ.