Студентсем ÿкернĕ турăшсене республикăри чиркÿсене парнелерĕç

Студентсем хăйсем ăсталанă турăшсене чиркÿсене парнелерĕç. Вĕсем - Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче вĕренекенсен диплом ĕçĕсем. Çак савăнăçлă саманта пирĕн пултарулăх ушкăнĕ те сăнарĕ.

Вероника Павлова, Зинаида Паршагина, Виктор Степанов

Çак турăшсене ÿнерпе графика уйрăмĕнчи студентсем ÿкернĕ. Пĕтĕмпе 16 ĕç. Хĕрсемпе каччăсем çветтуй сăнарĕсене ăсталама чылай вĕреннĕ – ятарласа хушма пĕлÿ илнĕ. Иван Яковлев ячĕллĕ педагогика университетне халĕ çĕршывĕпех пĕлеççĕ. Кунта пуринчен малтан турăш ÿкерекенсене хатĕрлеме пуçланă. Хальлĕхе 40 çын аслă пĕлÿ илнĕ. Вĕсен диплом ĕçĕсене кĕлĕ çурчĕсене парнелени пысăк пĕлтерĕшлĕ, теççĕ университетра ĕçлекенсем.

Çамрăксене кунта авалхи йĕркесене пăхăнса вĕрентеççĕ. Турăшсене пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Çветтуйсен сăнарĕсем çынсене темиçе ĕмĕр хăват кÿмелле. Çавăнпа та ахаль сăрăсемпе усă курмаççĕ. Хаклă йышши чулсене авăртса тунă хутăшсемпе çеç ÿкереççĕ.

Хĕрлĕ Чутайри чиркÿ кăçал 215 çул тултарать. Шел пулине те, унта авалхи турăшсем упранса юлман, хăй вăхăтĕнче вĕсене çунтарса янă.

Çавăнпа студентсен паха ĕçĕсене тĕне ĕненекенсем хапăлласа йышăнчĕç.

Çак турăша Шупашкарти Христос çуралнă ячĕллĕ чиркÿ валли хатĕрленĕ. Дмитрий Нестеренко протоиерей Çĕмĕрлери кĕлĕ çурчĕ валли Апостол тата Иоанн Богослов евангелист сăнарĕсене йышăнчĕ. Сĕнтĕрвăрри районне виçĕ турăш ăсатрĕç. Çĕнĕ Шупашкарти чиркÿре те çветтуйсен сăнарĕсем тивĕçлĕ вырăн йышăнĕç. Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче çакăнпа чарăнса тăрасшăн мар. Кунта православи тĕнне ĕненекенсем валли ятарлă уйрăм тата мастерской уçасшăн. Аслă шкул республикăри ытти кĕлĕ çурчĕсене те турăшсем парнелес тĕллевлĕ.