«Чăваш ЕН» патшалăх телерадиокомпанире пултарулăх конкурсĕсене пĕтĕмлетрĕç

Ашшĕ-амăшĕ ĕçре мĕн тунине ÿкерсе те, çырса та кăтартрĕç. Пирĕн телерадиокомпанире ачасем валли конкурс иртрĕ. Ăна мĕн тĕллевпе йĕркелени тата çĕнтерÿçĕсем пирки – пирĕн сюжетра.

Екатерина Фомина, Виктор Степанов

Илемлĕ ÿкерчĕксемпе хăйне еверлĕ хайлавсем - пурĕ конкурса 30 ытла ĕç тăратнă. Вĕсене пирĕн телерадиокомпанире тăрăшакансен ачисем хатĕрленĕ. Çитĕнекен ăру ашшĕ-амăшĕ мĕн ĕçленине лайăх ăнкарать. Интервью çыртарнине, монтаж тунине, уçă эфирта кăларăмсене ертсе пынине курма тÿр килнĕ вĕсен.

- Ачасене интереслĕ пулчĕ, ку конкурса ирттериччен вĕсем ман пата ĕçе килсе çÿренĕ. Ăмăртмаллах ÿкерчĕç. Пирĕн Юля гран-при çĕнсе илчĕ. Семён вара чи ăста ÿкерчĕк номинацире çĕнтерчĕ, - тет телевидени режиссерĕ Николай Семёнов.

Конкурса хутшăнакансенчен чи çамрăкки иккĕре, чи асли – вун виççĕре. Кĕçĕнреххисен ÿкермелле, 9 çултан аслăраххисен эссе çырмалла пулнă. Çĕнтерÿçĕсене тĕрлĕ номинацире палăртрĕç. Сăмахран, Джанета Баскакован ĕçĕ «Чи кăсăк ÿкерчĕк» номинацире çĕнтерчĕ. Икĕ çулти хĕр пĕрчин ку пĕрремĕш диплом.

- Конкурс питĕ кăсăклă иртрĕ, пĕтĕмлетÿсем тума йывăр пулчĕ, - тет телевиденин тĕп режиссерĕ Лидия Петрейкина.

Çамрăк ÿнерçĕсемпе çыравçăсене пурне те парнесемпе хавхалантарчĕç. Ачасенчен нумайăшĕ ÿссен ашшĕ-амăшĕ пекех радиопа телевиденире ĕçлес кăмăл пуррине пĕлтерчĕ.