Шупашкар элеваторĕнче талăкне 500 тонна тырă авăртаççĕ

Çăкăр пĕçерекен тата çăнăх кăларакан предприятисен ертỹçисене Ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов çавра сĕтел тавра пуçтарчĕ. Калаçу хаксем, пахалăх пирки пулчĕ. Канашлу умĕн манăн ĕçтеш Екатерина Фомина Шупашкарти элеватора çитсе çăнăх епле хатĕрленине сăнарĕ.

Екатерина Фомина, Виктор Степанов, Александр Яковлев

Хурт - кăпшанкă пуррипе-çуккине тĕрĕсленĕ хыççăн ытти кăтартăва та тишкерме юрать. Паха çăнăх илес тесен - тыр пĕрчисем мĕнле тулса çитнине, вĕсен нỹрлĕхне, тасалăхне - йăлтах шута илмелле. Элеватора тырă илсе килекенсен çумра ятарлă документ – пахалăх пирки калакан деклараци пулмалла, унсăрăн никама та йышăнмĕç. Клейковина виçи уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Вăл пысăкрах пулсан, çăкăр та кăпăшкарах, тутлăрах пулать. Предприяти лабораторийĕ, унта ĕçлекенсем Стандартизаципе метрологи центрĕн аттестацине тухнă. Специалистсем ăсталăхне ỹстерме семинарсене те тăтăшах хутшăнаççĕ. Мĕн пур анализа тунă хыççăн çеç тырра машинран пушатма ирĕк параççĕ. Малалла ăна виçеççĕ, тасатаççĕ, типĕтеççĕ.

Шупашкар элеваторĕнче тулă, ыраш çăнăхĕ, тĕрлĕ кĕрпе кăлараççĕ. Талăкра 500 тонна тырă авăртма пултараççĕ. Арман пуçлăхĕ Валерий Емельянов каланă тăрăх, производствăна лайăхлатсах пыраççĕ. Пĕлтĕр çăнăха хутаçсене тултаракан çĕнĕ хатĕр вырнаçтарнă. 2-шер килоллă пакетсем те илемленнĕ. Çăнăха сутма ăсатиччен лабораторире çăкăр пĕçерсе чир пуррипе çуккине тĕрĕслеççĕ. Чуста мĕнле хăпарнине, тăсăлнине те пăхаççĕ.

Кунта туса илекен çăнăха çăкăр пĕçерекенсем тивĕçлĕ хак панă. Республикăри нумай завод Шупашкарти элеваторпа тачă çыхăнса ĕçлет.

Элеватор управăшĕсене пĕтĕмпе 48 пин тонна тырă вырнаçать. Ăна Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен - Чулхула, Тутарстан, Оренбург, Алтай, Новосибирск, Краснодар тăрăхĕсенчен кỹрсе килеççĕ. Вăхăт ыйтнине тивĕçтерес тесен производствăна çĕнетсе, пахалăха ỹстерсе пымалла. Хамăр тăрăхри çăкăр пĕçерекен заводсемпе çăнăх кăларакан предприятисен пĕр – пĕринпе хутшăнса ĕçлемелле. Кун пирки Ял хуçалăх министерстви ирттернĕ канашлура калаçрĕç. Атăл тăрăхĕнчи округра пирĕн республикăри çăкăр тата çăнăх чи йỹннисенчен пĕри. Çакăнта «Чувашхлебопродукт» предприяти тỹпи те пысăк.

Çăкăр пĕрчĕрен пулать. Эппин, çĕр ĕçченĕ умĕнчи тĕп тĕллев халĕ – пулăхлă тыр-пул çитĕнтерсе ăна вăхăтра пухса кĕртесси. Шупашкарти ээлеваторта вара çĕнĕ тухăçа паян тесен паян йышăнма хатĕр.