Республикăри икĕ районта фельдшерпа акушер пункчĕсем уçăлчĕç

Чăваш Енре пĕрин хыççăн тепри фельдшерпа акушер пункчĕсем уçăлаççĕ. Республика кунĕнче пациентсене Пăрачкав районĕнчи Козловка салинче йышăнма пуçларĕç. Çавăн пекех савăнăçлă лару-тăрура Патăрьел районĕнчи Кивĕ Ахпӳртре фельдшер пунктне хута ячĕç.

Надежда Александрова, Татьяна Иванова, Лидия Галактионова, Александр Яковлев

Ял çыннисене медицина пункчĕ питĕ кирлĕ. Унăн пĕлтерĕшĕпе шкул кăна тупăшма пултарĕ. Фельдшер пĕтĕм профилактика ĕçĕшĕн яваплă: ача-пăчана прививка тăвать, пулас амăшĕсене сăнать, ватă çынсене сиплет тата ытти те. Зинаида Быкова 43 çул ĕнтĕ хăйĕн ĕçне тӳрĕ кăмăлпа пурнăçлать. Ĕмĕрĕпех çак ялта тăрăшать. Пĕлтĕр унăн çемйи çĕнĕ çурт туса лартнă, кăçал вара кӳршĕре медицина пункчĕ çĕкленнĕ.

Фельдшер ентешĕсене талăкĕпех пулăшма хатĕр. Çынсем ун патне çĕрле те пыма пултараççĕ. Çĕнĕ ФАПра ĕçлемелли майсем лайăх. Юнашарах ача-пăча вылямалли лаптăк йĕркеленĕ.

Кивĕахпÿртсем фельдшера питĕ хисеплеççĕ. Çавах та вăхăт юххине чараймăн. Зинаида Быкова хăйне улăштаракан кирлине калать. Шел пулин те, республикăра çакăн пек тĕслех те тĕл пулать: ялта фельдшер пункчĕ пур, ĕçлекен вара çук.

Пăрачкав районĕнчи Козловкара та пысăк уяв пулчĕ. Медицина учрежденине кивви вырăнне туса лартнă. Унта 3 ялтан çÿрĕç. Маргарита Петрова фельдшер 455 çын сывлăхĕшĕн яваплă.

Уявпа ял çыннисене Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламларĕ. Вăл 2015 çулта фельдшерпа акушер пункчĕсем тумалли программа вĕçленнине аса илтерчĕ. Унпа килĕшÿллĕн Чăваш Енре 100 учреждени уçнă. 2018 çул тĕлне çавăн йышши тата 50 объект хута ярассине пĕлтерчĕ.