Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова Сĕнтĕрвăрри районĕнче пулчĕ

Депутат хулари 1-мĕш гимназире юсав мĕнле пынипе паллашрĕ. Çавăн пекех «Единая Россия» партин проектне лекнĕ Октябрьскинчи культура керменне çитсе курчĕ. Çурта кĕçех тĕпрен çĕнетме пуçлĕç. Тĕплĕнрех Оксана Баскакова сюжетĕнче.

Оксана Баскакова, Владимир Синдеев

Сĕнтĕрвăрринчи 1-мĕш гимназие 2 ĕмĕр каяллах никĕсленĕ. Унăн историйĕ питĕ пуян. Малтанласа ачасем пĕчĕк йывăç çуртра вĕреннĕ. 1956 çулта икĕ хутлă шкул тунă. Вĕренекенсем йышланса пынипе кĕçех вăл та тăвăрланнă. 2012 çулта ун çумне хушма çурт туса лартнă. Çав вăхăтрах малтанхи шкул юхăнма пуçланă. Ăна вĕренĕве аталантармалли патшалăх программине кĕртнĕ. Юсав пĕлтĕр раштав уйăхĕнче пуçланнă. Çавна май 500 ытла ача 2 сменăпа вĕреннĕ. Çурта çурла уйăхĕнче хута яма палăртаççĕ. Алена Аршинова ĕçсемпе паллашрĕ. Пулас медицина пÿлĕмне, хореографи залне, мастерскойсене кĕрсе курчĕ. Классем пысăк та çутă пулнине палăртрĕ. Гимнази директорĕ Надежда Давыдова шкула юсанăшăн хĕпĕртенине пытармарĕ. Ачасен ашшĕ-амăшĕ те çак саманта чăтăмсăррăн кĕтнине пĕлтерчĕ.

«Единая Россия» партин тепĕр пысăк проекчĕ – ялсенчи культура çурчĕсене çĕнетесси. Çак программăпа килĕшÿллĕн Октябрьскинчи клуба юсама палăртнă. Ăна 1976 çулта хута янă. Икĕ хутлă, 720 тăваткал метр йышăнакан çурта ăшăтма питĕ тăкаклă пулнине пĕлтерчĕ культура вучахĕн пуçлăхĕ Эльвира Упракина. Çавăнпа та чи малтан ăшăтмалли пăрăхсене çĕнетме палăртнă.

Депутат культура çурчĕпе паллашнă май, кунта ĕçлекенсене тав турĕ. «Эсир çынсен пушă вăхăтне кăсăклă ирттеретĕр, ачасене аталанма пулăшатăр, ялти пурнăçа савăнăç кÿретĕр», - терĕ. Юсав çывăх вăхăтра пуçланасса шантарчĕ.