Элĕк районĕнче пурăнакан Путеровсем пĕр кĕтÿ сурăх-качака усраççĕ

Ÿркенмен çыншăн тивĕçлĕ канăва тухсан çĕнĕ пурнăç пуçланать. „Чун канăçĕшĕн çын питĕ хаклă тÿлет, эпир вара çав киленĕçе кулленхи килĕшекен ĕçре тупатпăр“, - тет Элĕк районĕнчи Татмăшра пурăнакан Галина Путерова. Таса та техĕмлĕ какай çиес тесех Путеровсем ăратлă сурăх-качака усрама тытăннă. Ĕçе терт пек мар, савăнăç пек йышăннăран килти хуçалăх сарăлсах пынă.

Марина Карягина, Владимир Синдеев

Хресченĕн çулталăк çавринчи ĕçĕ-хĕлĕ вăчăрари ункăсем пек пĕр-пĕринпе çыхăннă: выльăх-чĕрлĕх усрама шут тытсан ăна мĕнле тăрантарасси пирки пуç ватма тивет, акма-çулма, утă-улăм хатĕрлеме вара трактор таврашĕсĕр йывăр. Çын куçĕнчен пăхма хăнăхман Путеровсем кирлĕ техникăна хăйсемех туянма вăй çитернĕ. Хăй вăхăтĕнче истори учителĕнче, милицире, тĕрлĕ предприяти пуçлăхĕнче тăрăшнă Галина Юрьевнăшăн нимле ĕç те ют мар: шухăшланă – тытнă-тунă. Вĕсен кил хуçалăхне курса çÿренĕ чухне чылай кăсăк япала асăрхатăн. Çынсем кивĕ ăпăр-тапăртан хăвăртрах тасалма тăрăшаççĕ – Галина Юрьевна хăйĕн çивĕч куçĕпе хаклавлăн пăхса илет те ниме юрăхсăр тенĕ тимĕр-тăмăртан хальччен пулманнине ăсталаса лартать. Иртнĕ ĕмĕре юлнă тимĕр кравать пуçĕсенчен майлаштарнă сурăх сырăшĕсем те витере чухах.

Хăтлă çĕрте выльăх-чĕрлĕх хăйне аван туять: маччаран çутă кĕрет, чÿречесем – кивĕ машинăна салатнă хыççăн илсе юлнă шуса уçăлакан кантăксем – витене уçăлтарса тăма меллĕ. Малтан кролик усрама, халĕ чăх-чĕп тытма юрăхлă читлĕх алăкĕсем – юрăхсăра тухнă холодильникăн хыçалти пайĕнчен, çаклатмалли çекĕл – кукăртнă пăтаран: нимĕн те ятарласа туянман, „хуçалăхра катăк пуртă та кирлĕ“ тенине кăна асра тытнă. Галина Юрьевна чăрт-чарт чертеж чĕрет те çиччĕ виçсе пĕрре касать, хĕрарăм вăйĕ çитменнине Владислав Михайловича, мăшăрне, шанса парать.

Шыв пахча вĕçĕнчи пĕверен хăпарать. Галина Юрьевна хуçалăха ертсе пыракансене çак пĕвешĕн питĕ тав тăвать. Хальччен тарăн çырма çуркаланса анкарти патнех çитме пултарнă. Ăна вăхăтра пĕвелени ял халăхне нумай савăнăç кÿрет: кунта хур-кăвакал ишет, пулă ĕрчет. Путеровсем шыв хĕррине тĕрлĕ çÿп-çапран тасатсах тăраççĕ. Çак хурăнсене вĕсем хĕрĕ çулталăка çитеспе лартнă, тепĕр виçĕ рет йывăç, çыран ишĕлесрен çăлса, шыв айне юлнă.

Сурăх-качака тытасси килти аша лавккарипе танлаштарса пăхнă хыççăн пуçланнă. Ăратлă выльăх пăранламассерен виçшер путек туса панă та, кĕтÿ пĕр вăхăтра 120 пуçа та çитнĕ. Ырă çынсен тус-пĕлĕшĕ йышлă. Хăнасене пахалăхлă какайпа сăйласси кил хуçисемшĕн – пысăк савăнăç. Йăваш путексене ĕмкĕчпе çитересси те уйрăм киленĕç вĕсемшĕн: мăшăр ирĕн-каçăн пĕр ĕмĕт-тĕллевпе пурăнни пурнăçа илем кÿрет.

Çакăн пек çынсем тĕреклетеççĕ паянхи яла, тĕллев çухатнисене хăйсен тĕслĕхĕпе çителĕклĕ пурнăçа мĕнле йĕркелемеллине вĕрентеççĕ.