Республика кунĕнче кĕпер тата ача сачĕ уçăлчĕ

Чăваш Ен тĕп уявне – Республика Кунне паллă турĕ. Культура пулăмĕсемпе пĕрлех вăл тĕрлĕ ĕçпе пуян пулчĕ. Шупашкарта харăсах темиçе социаллă объект хута ячĕç. Вăл шутра Мускав кĕперĕн пĕр пайне тата Çĕнĕ хулара ача сачĕ уçрĕç.

Владимир Тимофеев, Надежда Андреева, Екатерина Храмкина, Игорь Ульянов, Павел Иритков

Строительство мĕнле пынине хула çыннисем сăнасах тăнă. Кĕпере уçма пухăннисем рабочисем кунĕн-çĕрĕн тăрăшнине палăртрĕç. Çĕнĕ çула чи малтанах спортсменсем тĕрĕслесе пăхрĕç. Пĕрисем урапаллă йĕлтĕрсемпе ярăнчĕç, теприсем – велосипедпа. Унтан йывăр техникăна черет çитрĕ.

Хăватлă машинсем умлă хыçлă пычĕç. Пухăннисенчен хăшĕ-пĕри кĕпер чăтăмлăхĕ пирки иккĕленчĕ. Çапах та строительсем шантарнă тăрăх, каçă питĕ çирĕп. Кĕперпе 100 тонна таякан трал та каçма пултарать. Подрядчик – Мускаври «Пелискер» компании - çакăн пек объектсем ăсталассипе 20 çул тăрăшать. Çавăнпа строительсем ĕçе тÿрĕ кăмăлпа тунă тесе сăмах параççĕ. Çакăнта республикăри рабочисен тÿпи те пур. Ĕçлекенсен 80 проценчĕ хамăр тăрăхран пулнă, ыттисем вара – çĕршыв тĕп хулинчен. Вĕсем 18 уйăх вăй хунă. Çавăнпа хăйсем тунă кĕпер тăрăх тулли кăмăлпа утрĕç. Пурне те Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламларĕ. Вăл пĕлтерĕшлĕ проекта федераци пулăшăвĕсĕр пурнăçлама йывăр пулĕччĕ, терĕ. Пĕтĕм ĕç хакĕ - 1 миллиард çурă ытла тенкĕ. Вăл шутран ытларах пайне Раççей хыснинчен уйăраççĕ. Республика тĕп хулинче хальхи вăхăтра çул тăвассипе хĕрÿ ĕç пырать. Çанталăк япăххине пăхмасăр строительсем Республика Кунĕ тĕлне 11 лаптăка йĕркене кĕртнĕ. Çывăх кунсенче вара Мускав кĕперĕн кивĕ пайне пăсма пуçлаççĕ. Ăна пĕтĕмпех çитес çул вĕçĕнче туса пĕтермелле.

Шупашкарта халĕ «Новоград» ача сачĕ пур. Ăна «Çĕнĕ хулара» вырнаçнипе çапла ят панă. Учреждени пысăках мар – 160 вырăнлă. Çапах та хула влаçĕсем сатике анлăлатса хушма ушкăн йышăнма палăртаççĕ. Ку вăл тахçанах кĕтнĕ пулăм. Çĕнĕ микрорайонти кашни хваттерте тенĕ пекех пĕчĕк ача пур.

Сатике тума муниципалитет программипе 92 миллион тенкĕ усă курнă. Кунта ачасене аталантарма майсем çителĕклĕ: музыка тата гимнастика залĕсем, медицина пÿлĕмĕсем, психологпа логопед пур. Çавăн пекех ÿкерме, кÿлепесем тума хăнăхаççĕ, биологипе химие вĕренеççĕ. Йăлтах вăйă урлă. Ачасемпе ăста специалистсем ĕçлеççĕ. Михаил Игнатьев учрежденин майĕсемпе паллашрĕ, специалистсемпе тата ачасемпе калаçрĕ. Пĕрисем шалта хĕвĕшнĕ вăхăтра, теприсем урамра вăхăта хаваслă ирттерчĕç. Унта вылямалли 7 тата пĕр спорт лаптăкĕ йĕркеленĕ.
Сатик пĕтĕм хăватпа авăн уйăхĕнче ĕçлеме тытăнĕ. Ку вăл иртнĕ 5 çулта Шупашкарта хута янă 18-мĕш учреждени. Республика Пуçлăхĕн сăмахĕпе, 2020-мĕш çул тĕлне „Çĕнĕ хулара“ тепĕр сатикпе шкул уçăлмалла. Кăçал вара Алькеш поселокĕнче тата „Радужный“ микрорайонта пурăнакансене çавăн пек савăнăçла пулăмсем кĕтеççĕ.