Ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсем кооперацине аталантармалли çул-йĕре сÿтсе яврĕç

Республикăри тата кÿршĕ регионсенчи аграрисем "çавра сĕтел" тавра пуçтарăнчĕç. Тĕл пулу Ял хуçалăх академийĕнче иртрĕ. Пухăннисем коопераци пĕрлешĕвĕсене аталантармалли çул-йĕре сÿтсе яврĕç. Тĕплĕнрех - пирĕн сюжетра.

Леонид Петров, Александр Яковлев

Калаçăва районсен пуçлăхĕсем, ăсчахсемпе тĕрлĕ эксперт, хуçалăхсен ертÿçисем хутшăнчĕç. «Çавра сĕтел» ĕçне республикăн Ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов йĕркелесе пычĕ. Потребительсен кооперацине тимлĕх ахальтен мар уйăрчĕç. Çак пĕрлешÿсем ял хуçалăх продукцине туса илекенсен ĕç-хĕлне çăмăллатма тата аталанма пулăшаççĕ. Сăмахран, Европăра вăл питĕ анлă сарăлнă пулăм. Пухăннисем пахча-çимĕçе тата юр-вара турттарассипе, çавăн пекех сутассипе çыхăннă ыйтусене хускатрĕç.

Республикăра хальхи вăхăтра 100 яхăн коопераци пĕрлешĕвĕ шутланать. Анчах та 60 проценчĕ вăй илеймен. Сăлтавĕсем тĕрлĕрен: укçа-тенкĕ çитменни, административлă чармавсем ура хуни. Çавăн пекех ĕç пĕлĕвĕ çителĕксĕр пулни те сисĕнет. Çакна шута илсе пухăннисем академире вĕренÿ курсĕсене йĕркелеме сĕнчĕç.

„Çавра сĕтеле“ хутшăнакансем резолюци йышăнчĕç. Вăл ял хуçалăх кооперативĕсене аталантарма пулăшакан документ пулса тăрĕ.