Пограничниксен уçă ăмăртăвĕ иртрĕ

Вĕсен туслăхне салтак пăтти çирĕплетнĕ. Республикăри пограничниксен пĕрлешĕвĕнче тăракансем йăлана кĕнĕ уçă ăмăртăва пухăнчĕç. Ку хутĕнче тĕл пулу Каçал тăрăхĕнче иртрĕ.

Леонид Петров

Афганистан, Çурçĕр Кавказ тата ытти хĕрÿ вырăнта çар тивĕçне пурнăçланă пограничник-ветерансем çак тупăшусене çамрăк ăрăва çара хатĕрлес тĕллевпе ирттереççĕ. Çавăн пекех саппасра тăракансене, служба ветеранĕсене сывă пурнăç йĕркине хăнăхтараççĕ. Комсомольски районĕнчи ăмăртăва Шупашкарпа Канаш, Вăрнар, Патăрьел, Хĕрлĕ Чутай, Елчĕк, Муркаш тăрăхĕсенчи хастарсем хутшăнчĕç. Малтанах çĕршыв чиккине сыхлакансене халалласа лартнă палăк умне чечексем хучĕç. Ăмăрту программи анлă пулчĕ. Ветерансем волейбол енĕпе, тăршшĕне сикессинче, 100 метр чупассинче, ункă тата çĕçĕ перессинче ăмăртрĕç. Мала тухнă спортсменсене дипломсем тата парнесем парса хавхалантарчĕç. Пограничниксен тепĕр тĕл пулăвĕ утă уйăхĕн 8-мĕшĕнче Вăрнар районĕнче иртĕ.