Çухалнă хĕрачапа çыхăннă тепĕр уголовлă ĕç пуçарнă

Çĕрпÿ хулинчи 11 çулти Анастасия Осипована халĕ те шыраççĕ. Ку пăтăрмах пирки пĕр уголовлă ĕç пуçарнăччĕ. Халĕ следовательсем тепĕр статьяпа тĕпчев ирттереççĕ. Унпа хĕр ачан педагогĕсемпе 18 çул тултарманнисен комиссинчи специалистсене тивĕçне кирлĕ пек пурнăçламаншăн айăплама пултараççĕ.

Вероника Павлова, Александр Яковлев

- Следстви çирĕплетнĕ тăрăх, хĕрача амăшĕ хăйĕн икĕ ачине йĕркеллĕ пăхман. Шкулта ĕçлекенсем хĕрача мĕнле пурăнинне тĕрĕслемен, суя справкăсем çырнă. Çапла вара çемьене вăхăтра профилактика учетне тăратман, - тет РФ следстви комитечĕн ЧР управленийĕнчи инспектор Ирина Алексеева.

Аса илтеретĕп, 11 çулти Анастасия Осипова Çĕрпÿ хулинче иртнĕ кĕçнерникун çухалнă. Ăна йĕрке хуралçисем тата волонтерсем шыраççĕ.

Ку пăтăрмах пирки мĕн те пулин пĕлекенсене 62 – 05 – 91 е 02 телефонсемпе шăнкăравлама ыйтаççĕ.