Правительство çуртĕнче патшалăх премине тивĕçнисене чысларĕç

Республика Кунĕ умĕн – сумлă чыслав. Паян Правительство çуртĕнче патшалăх наградисем пачĕç. Вĕсене тĕрлĕ çĕрте тăрăшакансем тивĕçрĕç. Ĕнер вара Чăваш патшалăх премисен хуçисене чысларĕç. Лауреатсен йышĕнче 11 çын – ăсчахсем тата культурăра ĕçлекенсем.

Владимир Тимофеев, Сергей Янин, Владимир Синдеев

Кăçал Патшалăх премисене тивĕçнисене пĕрремĕш хут уйрăм пухса наградăларĕç. „Сире суйласа илнĕ ĕçе парăнса тăрăшни, Тăван çĕршыва юратни пĕрлештерсе тăрать. Сирĕн çитĕнĕвĕрсем малашне те наукăпа литературăна аталанма пулăшса пырĕç“, - терĕ Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пухăннисене саламланă май.

Ăслăлăх тĕпчевĕсемшĕн харăсах икĕ ушкăна палăртрĕç. «Чăваш Ен археологи карттине» хатĕрленĕ авторсем патшалăх премине гуманитари наукисен тытăмĕнче тивĕçрĕç. Виçĕ томпа тухнă кĕнеке республикăри мĕн пур археологи палăкĕсемпе паллаштарать.

Техника ăслăлăхĕнче «Элара» производство комплексĕнчи авторсен ушкăнĕ палăрнă. Предприятире кĕске вăхăтра МИ-35М вертолет валли индикатор хатĕрленĕ. Вăл пилота техникăна йĕркеллĕ тытса пыма пулăшать. Ку хатĕр пĕтĕм тĕрĕслев витĕр тухнă, чикĕ леш енчисемпе танлаштарсан, нимĕн чухлĕ те кая мар.

Литературăри çитĕнÿсемшĕн вара патшалăх премине Зоя Филиппована пачĕç. Профессиллĕ писательсен пĕрлешĕвĕнчи çыравçă Хветĕр Уярăн „Шурча вăрçи“ романне вырăсла куçарнă.

Патшалăх премине тивĕçнĕ ĕçсен пĕлтерĕшĕ пысăккине министрсем, вĕренÿ учрежденисен ертÿçисем, ăсчахсем, чĕлхеçĕсем палăртрĕç. Пухăннисем çавăн пекех наукăри, литературăри тата вĕренÿри çивĕч ыйтусене сÿтсе яврĕç.