Пикшиксем ентешĕн асăну хăмине уçрĕç

Красноармейски районĕнчи Пикшик уявĕ иртрĕ. Унта çак тăрăхри 12 ял çыннисем хутшăнчĕç.

Надежда Александрова, Юрий Васильев

Кашниех кучченеçсем хатĕрленĕ. Кам мĕнпе пуян çавна илсе килнĕ. Ăстасен куравĕ те çынсене илĕртрĕ. Уйрăмах Ямайкассинчи Валерий Ильин ĕçĕсем тĕлĕнтерчĕç. Вырăнти артистсем концерт кăтартрĕç. Ку тăрăхра пултаруллă çын сахал мар.

Уявра Федор Семеновăн асăну хăмине уçрĕç. Вăл Чăваш республикин ял хуçалăх министрĕн çумĕ пулнă, нумай çул «Большевик» колхоза ертсе пынă. Федор Семенович тăрăшнипе хуçалăх яланах малтисен йышĕнче пулнă, куçса çӳрекен ялава алăран вĕçертмен.