Шупашкар аэропортне çывăх çулсенче пысăк улшăнусем кĕтеççĕ

Çитес çул аэровокзал лаптăкне пысăклатма пуçлаççĕ, çуртăн иккĕмĕш хутне çĕнетеççĕ. Çакă пассажирсем нумайланнипе çыхăннă. Иртнĕ çур çулта вĕсен йышĕ нихçанхинчен ытла ӳснĕ.

Алексей Енейкин, Владимир Синдеев

Самолет паянхи кун чи хăрушсăр транспорт шутланать. Билет хакĕ те поездпа кайнинчен йӳнĕрех тухать тата кирлĕ çĕре 10 хут хăвăртрах çитме пулать. Çавăнпа та ытларах çын сывлăшри çӳреве суйлать. Пассажирсене аэропорта кĕрсе тухма çăмăлрах тата меллĕрех пултăр тесе кунта анлă юсав ирттерме палăртнă. Унтан регистраципе багаж тĕрĕслемелли тата кану вырăнĕсене çĕнетмелле.

- План тăрăх, 2021-мĕш çул тĕлне аэропорт лаптăкне пысăклатмалла. Ку тĕллевпе малтанласа 500-600 млн тенкĕ усă курма палăртнă. Пĕлтĕр 164 пин пассажир пулнă пулсан, кăçал 200 пине çитессе шанатпăр, - тет пассажирсемпе ĕçлекен агент Рея Андреева.