Тĕп хулари çулсене халăх фрончĕн инспекторĕсем тĕрĕслерĕç

Çĕршыври начар çулсен картти çине Чăваш Енри 91 объект лекнĕ. Автомашинпа çÿрекенсен шучĕпе çав лаптăксене васкавлă юсав кирлĕ. Регионсем тăрăх тĕрĕслевпе тухнă Халăх фрончĕн хастарĕсем çак кунсенче тĕп хула урамĕсене хак пачĕç.

Леонид Петров, Александр Яковлев

Обществăлла хастарсене шăтăк–путăклă çула вырнăн-вырнăн саплани канăç памасть. Вĕсем çак ĕç усăсăр теççĕ. Кăçал республикăра 36 пин тăваткал метр лаптăка юсанă. Вĕсенчен пĕрне, Афанасьев урамне, çулталăкĕпех саплаççĕ теме пулать. Инспекторсене лакăмсене мĕнпе хуплани кăсăклантарчĕ.

Хĕлле арканнă вырăнсене шĕвĕ асфальтпа саплаççĕ, анчах кăлăхах – кĕçех тепĕр вырăнта арканать. Хулари çул-йĕршĕн яваплă çынсем Афанасьев урамне кĕске вăхăтра йĕркене кĕртме шантарчĕç. Унта çывăх 10 кунра тăрăшма пуçламалла. Тĕп юсава вара хула çыннисен тата çулталăк кĕтмелле. Ку лаптăк «Хăрушлăхсăр тата паха çулсем» федераци программине кĕнĕ. База тăкăрлăкĕ те чиновниксемшĕн тата инспекторсемшĕн пуçватмăшĕ пулса тăнă. Кунта малтан ĕçленĕ „Чăвашавтодор» панкрута тухнă. Ун хыççăн пикеннĕ «Гарант» пĕрлешÿ вара нормăсене пăсса асфальт сарнă. Халĕ ун тĕлĕшпе сут пырать. Айăпа çирĕплетсен, компанин мĕн пур çитменлĕхе хăй вăйĕпе пĕтерме тивĕ.

Халăх фрончĕ çакнашкал инспекципе Чăваш Енре пĕрремĕш хут мар. Икĕ çул каялла вĕсем çĕршыври çулсен рейтингне йĕркеленĕ. Ун чухне республика 13-мĕш вырăн йышăннăччĕ. Кăçал та хастарсем нумай çитменлĕх тупса палăртрĕç. Чи анлă сарăлни - асфальтăн çиелти сийĕ ванса пĕтни. Халĕ юсамасан хĕлле вĕсенчен нимĕн те тăрса юлмасть. Инспекцин пĕтĕмлетĕвĕсемпе депутатсене паллаштарĕç тата прокуратурăна çитерĕç.

Халăх фрончĕн хастарĕсем тăрăшнин çимĕçĕ пур. Тĕрĕслев хыççăн çĕршыври 1800 объекта юсав планне кĕртнĕ.