Республика Пуçлăхĕ Шупашкарти Атăл хĕрринчи улшăнусемпе паллашрĕ

Атăл хĕрри Шупашкар çыннисемпе хăнисен яланах чи юратнă вырăнĕсенчен пĕри пулнă. Малашне вăл илемлĕхпе тата ытларах çынна илĕртĕ. Унта тирпей-илем кĕртессипе анлă ĕç пырать. Улшăнусемпе паян Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кăсăкланчĕ.

Вероника Павлова, Вадим Владимиров

Пĕлтĕрхипе танлаштарсан, Атăл хĕрри палăрмаллах улшăннă. Ăна кану тата спорт лаптăкĕсемпе, тĕрлĕ кăсăклă кÿлепесемпе пуянлатнă. Лармалли çĕнĕ йышши саксем вырнаçтарнă. Халĕ кунта пушă вăхăта ирттерме тата та меллĕрех.

Канмалли кунсенче иртен-çÿрене пианино сасси илĕртĕ. Вырăнти артистсем концертсем кăтартма хатĕр. Улшăнусене хула çыннисем ырлаççĕ. Спортпа туслисем вара велосипед çулĕсем пуррипе савăнаççĕ.

Республика Пуçлăхĕ çĕнелнĕ Атăл хĕррипе паллашнă май, кунта канакансемпе калаçрĕ. Вĕсен сĕнĕвĕсене итлерĕ. Сывă пурнăç йĕркине пăхăнакансем çакăн йышши велосипед çулĕсене хулан ытти районĕсенче те курасшăн.

Михаил Игнатьев шыва кĕнĕ хыççăн çăвăнмалли тата хывăнса тăхăнмалли пÿлĕмсене те кĕрсе курчĕ. Таврари йĕркелĕхе сăнав камерисемпе тĕрĕслесе тăраççĕ. 5 çухрăм ытла Атăл хĕррине тирпей-илем кĕртес ĕçе тăватă тапхăра пайланă. Халĕ пĕрремĕшĕ вĕçленет. Юсава 2019 çулта пĕтерме палăртаççĕ.