Лапшу Çтапанне пĕлмен чăваш çук: Куçма Чулкаç шухăшласа кăларнă сăнар халăх юмахĕн геройĕ пек пулса тăнă. Паллă ача-пăча çыравçи вулакана хăй те Лапшу Çтаппанĕ евĕр туйăнать. Сунарçă халапĕсене пуринчен япшар юптарнă, Жюль Верн, Свифт, Мамин-Сибиряк, Гайдар хайлавĕсене чăвашла ăста куçарнă Куçма Чулкаç çуралнăранпа 110 çул çитнĕ май, Литература музейĕнче уяв иртрĕ.
Марина Карягина, Виктор Степанов
Куçма Чулкаç тăван литературăра „Лапшу Çтаппанĕ“, „Упа тытни“, „Кĕтÿ ачи“, „Хăвăл каска“, „Пулăçă халапĕсем“ тата ытти ача-пăча валли çырнă хайлавĕсемпе палăрнă. Унăн сăнарĕсем – темле кăткăс лару-тăрура та çухалса кайман аптраман çынсем. Хăй те вăл, сахал мар хура-шур курнăскер, пурнăç йÿççине шÿтпе çемçетме пĕлнĕ.
- Куçма Чулкаç выçлăх çулĕсенче Чулхула тăрăхĕнчи ача çуртĕнче пурăннă, ăна вырăссем пулăшнă, - тет литература музейĕн ăслăлăх ĕçченĕ Галина Еливанова
Литература каçне ача-пăча çыравçин вулаканĕсемпе ентешĕсем, писательсемпе тĕпчевçĕсем пуçтарăннă. Аслисен çамрăк ăрăва каласа памалли чылай. Куçма Чулкаç пурин асĕнче те çынлăхпа, сĕтеклĕ чĕлхипе çырăнса юлнă.
Çĕрпÿ районĕнчи Виççĕмĕш Вăрманкасра çуралса ÿснĕ Куçма Чулкаçăн ентешĕсем çыравçă ятне манăçа тухма памаççĕ. Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Ираида Филимонова каласа панă тăрăх, шкулта унăн музейĕ те пур, апла унта ăста халапçă пултарулăхне сăмах вĕççĕн çеç вĕрентмеççĕ.