Тĕрмере ларакансемпе ĕçлекенсен служби йĕркеленнĕренпе 60 çул çитрĕ

Вĕсен служба тивĕçĕ – преступниксене тÿрĕ çул çине тăма пулăшасси. Çак кунсенче Айăплава пурнăçлакан тытăмра вăй хуракан воспитательсен кунне паллă турĕç. Уяв Чăваш Енри тĕп управленинче иртрĕ. Ветерансемпе халĕ тăрăшакансене тытăм ертÿçи Александр Робота саламларĕ.

Леонид Петров, Виктор Степанов

Саккуна пăснă граждансемпе ĕçлекен воспитательсем йышлă мар. Республикăри колонисенче вĕсем çĕр иккĕн. Кашнин преступлени тунă çĕршер çынпа ĕçлеме тивет. Отряд ертÿçи - тĕрмене лекнĕ çыншăн мĕн ирĕке тухичченех яваплă. Вĕсене пĕр-пĕр вожатăйпа танлаштарма пулать. Служба тивĕçне пурнăçлакансем ирĕкрен хăтарнă çынсене кун йĕркине, ĕçе хăнăхтараççĕ, тĕрлĕ профессие алла илме пулăшаççĕ. Отряд ертÿçин тĕрмере ларакансемшĕн юрист та, педагог та, психолог та. Чи тăрăшуллисене уявра хисеп хучĕсем тата ятарлă паллăсем парса чысларĕç. Ветерансем те тимлĕхсĕр юлмарĕç, тав хучĕсене тивĕçрĕç.