Çĕрпÿре 11 çулти хĕрачана шыраççĕ

Шалти ĕçсен министерстви 11 çулти Анастасия Осипована шырать. Çĕрпÿ хулинче пурăнакан хĕр ача иртнĕ кĕçнерникун çухалнă.

Владимир Тимофеев, Сергей Янин, Вадим Владимиров

Вăл 15 сехет тĕлнелле уçăлма тухнă та киле таврăнман. Сăнĕпе пĕр 11 – 12 çулта, 110 – 120 сантиметр çÿллĕш. Хытканскер, çырă çÿçлĕ, куçĕсем кăвак. Вăл кăвак бейсболка тата кофта, сăрă трико тата кроссовки тăхăннă пулнă.

Хĕрачана йĕрке хуралçисемпе волонтерсем шыраççĕ. Пурĕ 800 яхăн çын. Вĕсем хулари кашни кĕтесе тенĕ пек тĕпчеççĕ. Шел пулин те, хальлĕхе нимĕнле хыпар та çук.

- Çухалнă 11 çулти хĕрачана юлашки хут июнĕн 15-мĕшĕнче курнă. Ăна шырама шалти ĕçсен министерствинчи, следстви комитетĕнчи опытлă çынсене явăçтарнă, - тет РФ следстви комитечĕн ЧР управленийĕнчи инспектор Ирина Алексеева.

Следовательсем 60 ытла çынна ыйтса пĕлнĕ. Çавăн пекех хулари видеосанав камерисене тĕпчеççĕ. Çак пăтăрмахпа çыхăннă мĕнле те пулин хыпара пĕлекенсене 62-05-91 е 02 телефонсемпе шăнкăравлама ыйтаççĕ.