Литература музейĕнче Анатолий Кипеч 80 çул тултарнине халалланă курав уçăлчĕ

Тĕрлĕ документ, халиччен халăх умне кăларман сăнӳкерчĕксем, кĕнекесем тата çыравçăшăн пĕлтерĕшлĕ ытти чылай материал. Константин Иванов ячĕллĕ Литература музейĕнче «Халăх ачи пуласчĕ ман» ятлă курав уçăлчĕ. Ăна Чăваш халăх писателĕ Анатолий Кипеч çуралнăранпа 80 çул çитнине халалланă.

Алиса Александрова, Александр Яковлев

Вăл прозаик, поэт, драматург, Раççей писателĕсен Союзĕн членĕ, педагогика наукисен кандидачĕ, Чăваш АССР-ĕн Культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. «Пур сумлă ятран та сумлăраххи вара тăван халăх ман ĕçсене тивĕçлипе хаклани», - тет Анатолий Кипеч. Çынсем çыравçа аван пĕлетпĕр тесе каласан та, кашни писателĕн сăмахпа каламалла мар вăрттăнлăхсем пуррине палăртать вăл. Çав вăрттăнлăхсем куравра уçăласса шантарать.

Анатолий Кипеч 35 кĕнеке, 70 наука ĕçĕ, Шупашкар аталанăвĕ пирки хатĕрленĕ 300 публицистика статйин, чылай сăвă, пьеса, калав авторĕ. Çулĕсем самаях пулин те, тĕллевĕсем, ĕмĕчĕсем хавхалантараççĕ юбиляра. Кăçал вулакансене тепĕр 2 çĕнĕ кĕнеке парнелеме хатĕрленет Кипеч. Куравпа чи малтан паллашма çыравçăн литературăри тусĕсем, культурăра ĕçлекенсем, депутатсем, ентешĕсем килнĕ. 2017 çулти «Шупашкар хулин хисеплĕ гражданинĕ» ята пама онлайн-сасăлавра чăвашсен юратнă çыравçи малта пынине палăртрĕç тухса калаçакансем. Çакă та Анатолий Ильичăн ĕçĕ-хĕлĕ халăха кирлине çирĕплетет.

Анатолий Кипеч сăввисемпе хывнă юрăсене юратса итлеççĕ чăвашсем. Вĕсем уявра та янăрарĕç. Курав уçăлнă кун çеç мар, ытти кун та музей хăнисемшĕн кăсăкли чылай пуласса шантараççĕ кунта ĕçлекенсем.