Çураки вĕçленĕ хресченсене Акатуйра чыслаççĕ

Республикăра Акатуйсем иртеççĕ. Иртнĕ канмалли кунсенче уявсем 17 районта кĕрлерĕç. Çурхи уй-хир ĕçĕсене ăнăçлă вĕçленĕ халăха Михаил Игнатьев саламларĕ.

Алексей Енейкин

Чăваш Енре кăçал çуракине чăн малтан Елчĕксем тухнă. Ака-суха вăхăтĕнче çанталăк вылянчăк тăчĕ пулин те, патвар халăх палăртнă ĕçе ытлашшипех пурнăçланă. Кунти хуçалăхсем çулран-çул аталанса, ĕç кăтартăвне лайăхлатса пыраççĕ. Мăйракаллă шултра выльăх шучĕ те ӳссех пырать. Ял хуçалăхĕнче чылай çул тӳрĕ кăмăлпа тăрăшакансем уявра патшалăх наградисене тивĕçрĕç.

- Фермăра халь эпир нумайăн мар. Ĕçе механизацилеме тăрăшатпăр. Витесене çĕнетсе пыратпăр, плансене тултаратпăр, - тет «Комбайн» хуçалăхри ферма ертӳçи, ЧР тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ Мария Осипова.

Елчĕк районĕнче Акатуй кăçалхипе 60-мĕш хут иртрĕ. Ĕçчен халăх хĕрӳ ĕç хыççăн юрласа, ташласа, çăкăр-тăварпа сăйланчĕ.

Михаил Игнатьев елчĕксене çĕре юратса ĕçленĕшĕн тав турĕ, савăнăçлă хыпар пĕлтерчĕ. Харпăр хăй ĕçне йĕркелессипе республикăри чи лайăх район пулнине каларĕ. Çавна май кăçал муниципалитета аталантарма 15 миллион тенкĕлĕх грант уйăрĕç.

Ĕçпе юрă тата спорт уявĕ Патăрьел тăрăхĕнче те чапла иртрĕ. Районта кăçал 15 инвестици проектне вăя кĕртме палăртнă. Ку тĕллевпе 215 миллион тенкĕ усă курмалла. Ферид Чабатов усламçă, сăмахран, нумай пулмасть çăтăр пулли ĕрчетмелли бассейн хута янă. Çакă районшăн çĕнĕлĕх шутланать. Хуçалăхра хушма ĕç вырăнĕсем хатĕрленĕ. Алă çавăрса ярсан хура вăлча кăларакан цех та уçас тĕллевлĕ фермер.

- Çакăн пек çĕнĕ шухăшлă çынсем пулсан эпир яланах савăнтапăр. Хамăр енчен яланах пулăшма хатĕр, - тет район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов.

Патăрьелсем те сивĕ çуркуннене пăхмасăр акана вăхăтлă вĕçленĕ. Шăтса тухнă калчасем çĕр ĕçченне чунтан савăнтараççĕ. Район ял хуçалăх продукцине туса илессипе республикăра 2-мĕш вырăнта çирĕпленнĕ.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев муркашсен акатуйне те çитрĕ. Çураки хыççăнхи ĕçпе юрă тата спорт уявне кунти халăх йышлăн пухăннă.

Районта кăçал тыр-пул акасси кăштах кая юлнă. Çавах та ĕçсем ăнăçлă вĕçленнĕ. Нумай çул хыт-хура кашланă 500 ытла гектар çĕре пусă çаврăнăшне кĕртнĕ. Çак ĕç малалла пырать.

- Ял ĕçченĕсем хăйсен умне лартнă тĕллевĕсене пурнăçларĕç, - тет район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев.

Уявра йышлă çемьесемпе çамрăк специалистсене ятарлă сертификатсемпе чысларĕç, чылай çул тĕрлĕ тытăмра халăх ырлăхĕшĕн тăрăшакансене тав турĕç. Вăл йышра выльăх-чĕрлĕх пăхакан та, çын сывлăхне сиплекенсем те пулчĕç.

Ял ĕçне хисеплесе, этеме пурнăç паракан çĕре сума суса пурăнакансен уявĕ яланхиллех чаплă юрă-кĕвĕпе иртрĕ. Çапла, паянхи пурнăçра Акатуй тăван халăхăн авалтан пыракан йăли-йĕркине упраса хăварассинче те пысăк вырăн йышăнать.