Мускавра Раççейри халăхсен поэзи анталогийĕн хăтлавĕ иртнĕ

Мускавра йăлана кĕнĕ „Красная площадь“ кĕнеке фестивалĕ иртнĕ. Уяв пынă кунсенче Раççейри икçĕр ытла издательство Хĕрлĕ лапамра хăй кăларнă изданисен куравне йĕркеленĕ. Тĕрлĕ чĕлхеллĕ кăларăмсен йышĕнче Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути курнисем те тĕп хулапа унăн йышлă хăнисене пахалăхĕпе илĕртнĕ. Фестиваль вăхăтĕнче Раççейри халăхсен поэзи антологийĕн хăтлавĕ те пулнă.

Марина Карягина, Александр Куприн, Михаил Солин

Хĕрлĕ лапамра чатăрсен вĕçĕ-хĕрри çук. Пĕр харăсах куравсем, тĕлпулусемпе вулавсем, суту-илÿ... Чăваш кĕнеке издательствин кăларăмĕсемпе кăсăкланакансем капăр питлĕ кĕнекесен сĕтелĕсем умĕнчен татăлма пĕлмеççĕ.

Фестиваль программине Раççейри халăхсен 1500 тиражпа тухнă поэзи антологийĕн хăтлавне те кĕртнĕ. Антологие 57 наци чĕлхипе тата вĕсене вырăсла куçарса 229 поэтăн сăввине вырнаçтарнă: йышĕпе пысăкрах халăхсен – пилĕкшер сăвăç хайлавĕсем, сахалраххисен – икшер-виçшер, ултă халăхăн пĕрер сăвăç çеç. Кашни халăх чĕлхипе литератури çинчен кĕскен каласа панă авторсене суйласа илес енĕпе сумлă экспертсем тĕплĕ ĕçленĕ. Чаплă кĕнекере чăвашсенчен пилĕк поэт: Геннадий Айхи, Николай Исмуков, Петĕр Яккусен, Любовь Мартьянова. Çак ушкăнра эпĕ те пулнăран мана Антологири сăвва вулама кăларчĕç.

Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен килнĕ поэтсем „килти ĕç“ те пурнăçланă - Александр Пушкинăн „Палăк“ ятлă сăввине кашни хăй чĕлхине куçарнă. 20 йĕркерен тăракан сăвва 20 поэт пысăк сцена çине тухса пĕрер йĕркен хăй чĕлхипе вуларĕ.

Çакна каласа хăвармалла: халĕ Мускавра Раççейри халăхсен ача-пăча антологине хатĕрлес енĕпе ĕçлеççĕ, черетре – проза кĕнеки.