Чăваш Енри социаллă тытăмра чи лайăх ĕçлекен Шупашкарти центрта тăрăшать

Чăваш драма театрĕнче социаллă тытăмра тăрăшакансене чысларĕç. Йăлана кĕнĕ тăрăх професси уявĕ умĕн республикăра чи лайăх специалиста палăртаççĕ. Кăçал ку ята Ольга Маркова тивĕçрĕ. Вăл Шупашкарти халăха социаллă пулăшу паракан центрта тăрăшать.

Екатерина Фомина, Мария Никифорова, Виктор Степанов

Ольга Маркова 14 çул ĕнтĕ çăмăл мар лару-тăрăва лекнисене пулăшма васкать. Халĕ вăл 11 çынна пăхса тăрать. 81 çулти Мария Кулагина пĕрремĕш ушкăн инваличĕ. Хăй вăхăтĕнче электроаппарат заводĕнче ĕçленĕскер урине амантнă. Суран халĕ те лăпланман. Урама тухса çÿреме çеç мар, пĕр пÿлĕмрен теприне çитме те чĕр нуша. 9 çул каялла Мария Антоновна халăха социаллă пулăшу паракан центртан хÿтлĕх ыйтнă. Ольга Маркова унпа часах пĕр чĕлхе тупнă.

Мария Антоновнапа пĕр подъездрах 77 çулти Валентина Абносова пурăнать. Ăна та Ольга Маркова пулăшса тăрать. Темиçе çул каялла хĕрарăмăн упăшкипе ывăлĕ пурнăçран уйрăлнă. Халĕ уншăн чи çывăх çын – Ольга Маркова. Апат-çимĕç туянса памалла, кил таврашĕнче тирпейлемелле - ĕçĕ сахал мар. Пĕрле тухтăр патне те кайса килет. Халăха социаллă пулăшу паракан центрта 14 çул ĕçлесе Ольга Маркова квалификацине темиçе хут та ÿстернĕ, халĕ акă „Чăваш Енри социаллă тытăмра чи лайăх ĕçлекен“ ята тивĕç пулнă.

Социаллă тытăмра ĕçлекенсен çынсен хуйхи - суйхине ăнланма пĕлмелле, чăтăмлă, тимлĕ, чунлă пулмалла. Ольга Маркова пирки вăл пăхакан ватăсем шăпах çавнашкал çын пулнине палăртрĕç.