Автомобилистсен пĕрлешĕвĕ заправкăсенчи бензин пахалăхне тĕрĕсленĕ

Бензин хакланса пырать, çав вăхăтрах унăн пахалăхĕ водительсене тивĕçтерет–и? Çак ыйтăва уçăмлатас тесе автомобилистсен пĕрлешĕвĕ заправкăсем тăрăх рейда тухрĕ. Тĕрĕслевçĕсем тĕп хулара тата Çĕнĕ Шупашкарта сутакан топливăна хакларĕç. Обществăлла хастарсемпе пĕрле пирĕн корреспондент Леонид Петров та çÿрерĕ.

Леонид Петров, Александр Яковлев

Иртнĕ çул „АИ-92“ маркăллине тĕрĕсленĕрен, хальхинче автомобиль хуçисем „Евро 5“ класлă 95-мĕш бензина тата дизтопливăна тимлĕх уйăрчĕç. Мĕнле шĕвекшĕн сахал мар укçа тÿленипе пĕрлех станцисенчи хушма сервиссемпе кăсăкланчĕç. Пурĕ 11 енпе хакларĕç. Заправка ăçта вырнаçнине, харăсах миçе машин йышăнма пултарнине, çавăн пекех тирпейлĕхпе тĕрлĕ пулăшу ĕçне шута илчĕç. Сăмахран, топливо яма кĕнĕ водитель автомобиль кустăрмисене тÿлевсĕр уçлама е вараланнă фарăсене çума пултарни станцие хушма паллă парать. Рейда тухнисем икĕ хулари 15 заправкăра пулса курчĕç.

Тĕрĕслевçĕсем машин уйрăмах йышлă пулакан вырăнсене çитрĕç. Вăл шутра Тĕп хулари Гладковпа Ленинла Комсомол урамĕсенче, Сĕнтĕрвăрри тата Вăрнар çулĕсем çинче, Президент бульварĕнче, База тата Çул-йĕр тăкăрлăкĕсенче, Шупашкар районĕнчи Типçырма ялĕнче. Химиксен хулинче 5 заправкăра пулчĕç. Кашни пробăна станцире ĕçлекенсем умĕнче илчĕç, кĕленчесене çийĕнчех пломбăларĕç. Мĕн тунине йăлтах ÿкерсе пычĕç. Бензина ятарлă лабораторире тĕрĕслĕç. Октан, сера тата бензол виçисене палăртĕç. Тÿрĕ кăмăлпа ĕçлекен заправкăсенче ку акцие ырларĕç çеç.

Эпир калаçнă водительсем пĕтĕмĕшле топливо пахалăхĕпе кăмăллă пулин те, кун пек тĕрĕслевсем кирлĕ тесе шутлаççĕ.
Ку акцине малашне ытти хулапа районта та ирттерме палăртаççĕ. Обществăлла тĕрĕслев водительсемшĕн те, топливăпа тивĕçтерекенсемшĕн те усăллă, теççĕ йĕркелÿçĕсем.