Тĕп хулари 1-мĕш пуçламăш шкул 10 çул тултарчĕ

Шупашкарти 1-мĕш пуçламăш шкул çуралнă кунне уявларĕ. Çулĕпе вăл çамрăк – 10 çулта кăна. Апла пулин те вĕренÿ учрежденийĕн историйĕ пуян та тĕлĕнмелле.

Екатерина Фомина, Владимир Синдеев

Республикăра вăл малтанах 1-мĕш лицей пулса палăрнă. Шкул ун чухне икĕ çуртра вырнаçнă. 2000 çулсен пуçламăшĕнче вĕсенчен пĕрне юхăннине кура вĕренме юрăхсăр тесе хупнă, аслă классене пиллĕкмĕш гимназие куçарнă. 2007 çулта вара 1-мĕш лицей пуçламăш шкул пулса тăнă. Халĕ кунта 500 яхăн ача пĕлÿ илет. Çывăх вăхăтра учрежденине каллех улшăнусем кĕтеççĕ. Малашне вăл Гладков урамĕнчи çĕнĕ çуртра вырнаçĕ. Унта пин те çĕр ача вĕренме пултарĕ. Пуçламăш шкул йĕркеленнĕренпе 10 çул çитнине халалласа вара Якков Ухсай ячĕллĕ Культура керменĕнче пысăк уяв иртрĕ. Ашшĕ-амăшĕпе ачисем, шкула тĕрлĕ çулта пĕтернисем учительсене тав сăмахĕ каларĕç. Вĕренекенсем пухăннисене пултарулăхĕпе савăнтарчĕç.