Чăваш Енре «Шанчăклă партнер» федераци конкурсĕн регионти тапхăрне пĕтĕмлетрĕç

Республикăра ăна Чăваш правительстви тата энергипе тивĕçтерекен компани ирттерет. Чи лайăххисем тесе 24 предприятие палăртнă. Вĕсем энергетиксем умĕнче хăйсен тивĕçне вăхăтра тата туллин пурнăçлаççĕ. Çĕнтерӳçĕсемпе лауреатсене Правительство çуртне йыхравларĕç.

Надежда Александрова, Лидия Галактионова, Павел Иритков

«Шанчăклă партнер» ята тивĕçнисен йышĕнче промышленноç, ял хуçалăх, бюджет тытăмĕнчи, çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхри пĕрлешÿсем тата пĕчĕк бизнесра тăрăшакансем. Вĕсене килĕшӳсене тӳрĕ кăмăлпала пурнăçлани, электроэнергишĕн вăхăтра тӳлени пĕрлештерет. Конкурса йĕркелекенсем палăртнă тăрăх, вĕсем энергипе тивĕçтерекенсемпе усă куракансем хушшинчи уçă калаçушăн.

Тӳлев дисциплини предприятисем тупăшлă ĕçленине çирĕплетет. Производствăна çĕнетни, энергие перекетлекен технологисемпе, хальхи вăхăт ыйтнине тивĕçтерекен шутлав тата тĕрĕслев тытăмĕсемпе усă курни производство калăпăшне ӳстерме, тăкаксене чакарма пулăшаççĕ.

«Шанчăклă партнер» акци аталансах пырать. Халĕ вăл - Пĕтĕм Раççейри юхăм. Унта 30 ытла регион хутшăнать, 500 яхăн предприяти конкурс суйлавĕ витĕр тухать. Энергипе тивĕçтерекен компанире çĕнĕ потребительсене шыраççĕ. Йĕркелӳçĕсем палăртнă тăрăх, конкурсра çĕнтерни хăйнеевĕр шанчăклăх палли. Кăçал çĕнтерӳçĕсене ВИП карттăсемпе тивĕçтерчĕç.

«Шанчăклă партнерсем» вăхăтра тӳленипе пĕрлех хăйсен производствине те эффективлă йĕркелесе пыраççĕ. Пĕлтĕр кăна Чăваш Енри энергипе тивĕçтерекен компани 3 миллиард ытла киловатт/ сехет электричествăпа тивĕçтернĕ, пурĕ 11 миллиард тенкĕлĕх. Кунта кал-кал ĕçлекен предприятисен тӳпи те пысăк. Мĕн-пур регионти чи лайăх потребительсене Мускава йыхравласа чыслĕç.