Чăвашсем йышлă пурăнакан регионсенче Акатуйсем пуçланаççĕ

Çавна май Чăваш Республикин делегацийĕ паян инçе çул çÿреве тухса кайрĕ. Вĕсем Пушкăрт, Тюмень, Красноярск, Иркутск тăрăхĕсене çитĕç.

Владимир Тимофеев, Зоя Яковлева

Делегаци йышĕнче тĕрлĕ регионти чăвашсен наципе культура пĕрлешĕвĕсен ертÿçисемпе хастарĕсем, „Кĕмĕл сасă“ конкурс лауреачĕсем, журналистсем. Вĕсене Чăваш наци конгресĕн президенчĕн пĕрремĕш çумĕ Валерий Клементьев ертсе пырĕ. Пухăннисем малтанах Константин Иванов палăкĕ умне чечексем хучĕç. Пĕрремĕш чарăну шăпах литература классикĕн тăван çĕрĕнче – Пушкăртстанри Слакпуçĕнче пулĕ. Унта çу уйăхĕн 27-мĕшĕнче поэт çуралнă кунне паллă тăваççĕ. Унтан çул Тюмень, Красноярск, Иркутск урлă выртĕ. Çĕртме уйăхĕн 3-мĕшĕпе 4-мĕшĕнче Байкал хĕрринче чăваш культурин кунĕсем тата Акатуй иртĕç.

- Эпир пĕлтĕрех Крымра чухне калаçса татăлнăччĕ Байкал хĕрринче Акатуй ирттерме. Хамăр сăмаха тытатпăр. Регионсенчи йăх-ташсемпе курса калаçăпăр, вĕсен нуши-савăнăçĕ пирки пĕлĕпĕр, - тет ЧНК президенчĕ Николай Угаслов.

- Çул çÿревĕн пĕлтерĕшĕ пысăк. Аякри ентешсем Шупашкар енне пăхаççĕ, кунти чăвашсене курса вăйлăрах пулаççĕ, - тет ЧР Культура министрĕн çумĕ Вячеслав Оринов.