Республикăра мĕн пур Раççейри пекех «Музей каçĕ» акци иртрĕ

Чăваш Енри учрежденисен алăкĕсем кашни кураканшăн уçă пулчĕç. Вăл шутра Трактор историйĕн наукăпа техника музейĕнче те. Унта мĕн кăсăкли пулни çинчен Леонид Петров корреспондент каласа кăтартать.

Леонид Петров, Николай Семенов

Музей ку хутĕнче уяв программине Экологи çулталăкне тĕпе хурса йĕркеленĕ. Кăçалхи акци «Пурте трактор çине» ятпа иртрĕ. Экспонатсене сăнама çеç мар, вĕсене ĕçлеттерсе тата алăпа тытса курма юрарĕ. Йĕркелÿçĕсем çавăн пекех тĕрлĕ конкурспа вăйă хатĕрленĕ. Уйрăмах вĕсем ача-пăчана килĕшрĕç. Çамрăксем конструктор пуçтарса радиохумсемпе чупакан теттепе кăмăлпах вылярĕç.

- Пирĕн пата нумай çын килчĕ: çемьепе, ачасемпе. Пурин валли те кăсăкли пулчĕ, - тет Трактор историйĕн музейĕн ертÿçи Альберт Сергеев.

Музейри пулăма «Хĕвеллĕ кустăрмасем» обществăлла организаци те хутшăнчĕ. Икĕ урапаллă тимĕр утсемпе килнĕскерсем куракансене тĕрлĕ хăнăхтару туса тĕлĕнтерчĕç. Уçă алăк кунне музей 5-мĕш хут ирттерчĕ.
Каçра кĕтменлĕх те пулчĕ. Хĕрарăмсен ушкăнĕ «трактор-шоу» кăтартрĕ. 60 ытла çул каялла кăларнă техника хăй ĕмĕрне пурăнса ирттернĕ пулин те пĕр кăлтăксăр тĕрĕс-тĕкел ĕçлерĕ.

Музейри техника ахаль лармасть. Унпа республикăра иртекен тĕрлĕ уявра тăтăшах усă кураççĕ. Çавăн пекех кунти ăстасем Кулибинсен конкурсне хутшăнаççĕ. Вĕсемпе те паллашма тÿр килчĕ куракансен. Каçра «Ман юратнă трактор» сăн ÿкерчĕксен конкурсне пĕтĕмлетрĕç, çавăн пекех чаплă концерт кăтартрĕç.