Чăваш Енре регионсем хушшинчи çветтуй Гурий ячĕллĕ вулав иртрĕ

Вăл икĕ куна пычĕ. Конференцисем Улатăрта тата Шупашкарта пулчĕç. Вĕсем ăсчахсемпе чиркӳ çыннисене, аслисемпе ачасене пĕрлештерчĕç.

Надежда Александрова, Зинаида Паршагина, Александр Яковлев

Гурий çветителе халалланă форум тĕп хулара Чăваш патшалăх университетĕнче тата Наци библиотекинче иртрĕ. Ку вăл аслă шкулăн историпе географи факультечĕн, Обществăлла палатăн тата Чăваш митрополийĕн пĕрлехи пуçарăвĕ. Форума ирттерме Варнава митрополит пехиллерĕ. Вулава Шупашкарти, Мускаври тата Хусанти ăсчахсем хутшăнчĕç. Форум ирттерес шухăша чиркӳ çыннисем те ырласа йышăннă. Гурий çветитель республика тĕп хулин историйĕнче пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Ăсчахсем документсене тĕпе хурса çирĕплетнĕ тăрăх, ăна Хаяр Йăван патшапа пĕрле Шупашкара йĕркелесе яракан теме пулать.

- 1552 çулта Хаяр Йăван Иосифо-Волоколамский мăнастирĕнчен Гурийе илсе килнĕ, - тет Петр Федоров протоиерей.

Шупашкара никĕслесен Гурий çветитель Хусана тухса кайнă, унти чиркӳре ĕçленĕ. Тĕн çынни çавăн пекех Атăл тăрăхĕнчи халăхсене çутта кăларассипе тăрăшнă. Вăл пуçарнипе Хусанта кăна 20 чиркӳ тунă, шкулсем уçнă. Унăн ĕçĕ-хĕлĕпе пурнăçне ăсчахсен тимлĕ тĕпчемелле.

- Пирĕн хулара пурăнакансен Гурий пирки пĕлмесен намăс пек. Историе пĕлмесен пуласлăх пулмасть, - тет Игнатий иеромонах.

Форума ачасемпе çамрăксем те йышлăн хутшăнчĕç. Наци библиотекинче «Çамрăк миссионерсен» вулавĕ иртрĕ. Унта 100 ытла çын пуçтарăнчĕ. Чи кĕçĕннисем пуçламăш классенче вĕренеççĕ, апла пулин те вĕсем Шупашкар тата Гурий çветитель историне лайăх пĕлеççĕ.