Республикăра халăхран пуçтаракан сĕт йÿнелнин сăлтавне тĕпчеççĕ

Ялта пурăнакансене сĕт хакĕ чакни хумхантарать. Чăваш Енре Атăл тăрăхĕнчи ытти регионри пекех çынсенчен 1 литрне вăтамран 16 тенкĕ те 40 пуспа пуçтараççĕ. Анчах та сĕтĕн çирĕп хакĕ çук. Килти хуçалăхсенчен пухакан чĕр таварăн сутлăх хакĕ чылай районта сисĕнмеллех чакнă. Сăмахран, Вăрмар районĕнче ăна 11 тенкĕпе йышăннă. Республика пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çак тĕллевпе тĕрĕслевсем ирттерме хушнă. Сĕт ыйтăвĕ Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Хуракасси тăрăхĕнчи çынсене те пăшăрхантарать.

Оксана Баскакова, Екатерина Храмкина, Вадим Владимиров

Хуракассинче иртнĕ 2 уйăхра сĕт хакĕ 18 тенкĕрен 14 тенке анса ларнă. „Малашне мĕн пулĕ-ши?“ - пăшăрханаççĕ ял çыннисем.

Паянхи куна ялта 30 ытла сăвакан ĕне. Çавах та вĕсен шучĕ çулсерен чакать. Сĕт йÿнĕ пулнăран ял халăхне ĕне усрама тăкаклă.

- Кун пек пулсан пăрахатпăр ĕне усрама, - тет Василий Павлов.

Тупăш ытларах тăвас тесе сĕт пуçтаракансем пĕр-пĕринпе калаçса татăлман-ши?- теççĕ çынсем. Ял хуçалăх министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, сĕте сутăн илмелли хаксене патшалăх асăрхаса тăмасть. Вĕсене рынок çыхăнăвĕсене кура йĕркелеççĕ. Çавăн пекех хаксем çулталăк вăхăтне кура та улшăнаççĕ. Сĕт пахалăхне тата пуçтаракансем хушшинчи конкуренцие те шута илмелле.

- Халăхăн пуçтарăнса пĕрле кооперативсем йĕркелемелле. Сĕт сивĕтмелли, молоковоз илмелле. Патшалăх енчен пулăшу пулать, - палăртать ЧР Ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов.

“Ялта пенсионерсем çеç ĕне усраççĕ. Кам пире пĕрлештерсе хуçалăха тытса пырĕ? Унсăр пуçне кирлĕ хатĕрсене туянма мĕн чухлĕ тăкак курăпăр?“ – теççĕ хуракассисем. Ял хуçалăх министрĕ Сĕнтĕрвăрри районĕнчи ыйтăва тĕрĕслеме, унта сĕт пуçтаракан ытти кооператива яма шантарчĕ.