Кино фестивалĕ уçăлакан „Çеçпĕл“ театра Республика Пуçлăхĕ тĕрĕслерĕ

«Çеçпĕл» кинотеатр çурчĕ хăнасене йышăнма хатĕр. Çитес эрнере кунта Шупашкарти 10-мĕш кино фестивалĕ пуçланать. Ку уява мĕнле хатĕрленнине паян Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тĕрĕслерĕ.

Екатерина Фомина, Алиса Александрова, Владимир Синдеев

«Çеçпĕл» çуртне иртнĕ çулталăк вĕçĕнче Çамрăксен театрне пама йышăннă. Артистсен чылай çул хăйсен кĕтесĕ пулман. Иртнĕ 20 çулта Трактор тăвакансен культура керменĕнче ĕçлесе пурăннă.

Çурта тирпей-илем кĕртме артистсем хăйсем те нумай вăй хунă. Пÿлĕмсене юсанă, хăтлăх кĕртнĕ. Çывăх вăхăтра кунта театр, юрă, ташă студийĕ уçасшăн. Куравсем, мастер-классем, фестивальсем ирттерме пуçламалла. Çу уйăхĕн 22-мĕшĕнче кунта пĕрремĕш пысăк уяв – пĕтĕм халăхсен кино фестивалĕ уçăлĕ. Хăнасене кĕтсе илме йăлтах хатĕр. Фестивале халалласа сăн ÿкерчĕксен куравне те йĕркеленĕ. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Çамрăксен театрĕн артисчĕсене çурта юсама хăйсен тÿпине хывнăшăн тав турĕ, пултарулăхра çитĕнÿсем сунчĕ. Юбилейлă 85-мĕш сезона ушкăн чаплă сцена çинче кĕтсе илме ĕмĕтленет.