Статистика службинче 2015 çулти микроçырава пĕтĕмлетнĕ

Иртнĕ çыравра мĕнле çĕнĕлĕхсем пулнă? Халăхăн миçе проценчĕ ыйтусене хуравланă? Чăвашстатра 2015 çулти халăх микроçыравне пĕтĕмлетрĕç.

Алиса Александрова, Вадим Владимиров

Ку пĕлтерĕшлĕ ĕç Раççейри мĕн-пур ял-хулара иртнĕ. Чăваш Республикинче те çыравçăсем кашни муниципалитета çитнĕ. Пурăнмалли 9 пин те 625 çурт-йĕре пăхса тухмалла пулнă вĕсен. Халăхăн 1 проценчĕ çырава хутшăнма килĕшмен. Республикăри мĕн-пур пурăнмалли вырăнăн 11 проценчĕ пушă ларнине е перепиç иртнĕ вăхăтра хуçисене тĕл пулма май килменнине палăртнă. Çынсене 28 ыйту панă. Хăшне-пĕрне анлăлатнă. Сăмахран, тăван чĕлхесĕр пуçне тата мĕнле чĕлхе пĕлнипе, унпа куллен епле усă курнине ыйтнă. Республикăри демографи лару-тăрăвне уçăмлатас тĕллевпе сывлăхпа кăсăкланнă, миçе ача çуратса, пăхса ÿстерме хатĕррине тĕпченĕ. Микроçыравра 60 çын ĕçленĕ. Кашнине планшетпа тивĕçтернĕ. Пĕр «çыравçă» 359 çынпа курса калаçнă. Ыйтăма хутшăннă 21 пин çынран 59 проценчĕ хуласенче пурăнать, ыттисем - ялсенче. Вăтам ÿсĕмĕ 40 çул пулнă.