Çамрăк инспекторсен слечĕн çĕнтерÿçисем паллă

Вĕсем çул-йĕр правилисене çеç мар, пĕрремĕш медицина пулăшăвĕ те пама пĕлеççĕ. Республикăра 27-мĕш хут çамрăк инспекторсен «Хăрушсăрлăх урапи» конкурс-слечĕ иртрĕ. Чи пултаруллă ушкăн хăш районтан пулнине пирĕн корреспондент Леонид Петров пĕлет.

Леонид Петров, Александр Яковлев

Слет йăлана кĕнĕ йĕркепе Сĕнтĕрвăрри районĕнчи «Белые камни“ лагерьте иртрĕ. Ăмăрту икĕ куна пычĕ. Кăçал çанталăк япăх пулнипе ачасен хăшпĕр йывăрлăха тÿсме тиврĕ.

- Çумăр çăвать, эпир станцисемпе çÿрейместпĕр. Автогородокра та чăрмантарчĕ çанталăк, - тет Вăрнар районĕнчи Аçăмçырми шкулĕнче вĕренекен Кирилл Кумруков.

Çапах та конкурсри пĕр ăмăртăва та пăрахăçламарĕç. Ачасем 6 номинацире тупăшрĕç. Вăл шутра çул-йĕр правилисене мĕнле пĕлнине компьютерпа шĕкĕлчерĕç. Ку енĕпе иртнĕ çулсенче рекорд кăтартни те пулнă. Билетри 20 ыйтăва 4-мĕш класс вĕренекенĕсем 38 ҫеккунтра хуравланă. Ку номинацире кăçал Çĕрпÿри 1-мĕш шкулта вĕренекенсем çĕнтерчĕç.

Çавăн пекех ачасем медицина теорипе унпа пурнăçра мĕнле усă курма пĕлнине кăтартрĕç. Унсăр пуçне велосипедпа хăнăхтарусем пурнăçларĕç. Командăсене кашни номинацире уйрăммăн чысларĕç. «Велохулара» Тăвайсен ача-пăча центрĕн ушкăнĕ палăрчĕ пулсан, тĕрлĕ хăнăхтару тăвассипе Вăрнар районĕнчи аçăмçырмисене никам та çитеймерĕ. Вĕсемех ОБЖ тупăшăвĕнче малтисем пулчĕç. Тÿресем çавăн пекех чи пултаруллă ачасене чысларĕç. Парнесене Етĕрне районĕнчи Тури Ачакри Яна Петрова, Вăрмар районĕнчи Степан Данилов, Тăвай каччи Кирилл Семенов тата ыттисем те тивĕçрĕç. Пĕтĕмлетÿ тăрăх командăсем хушшинче 6-мĕш хут Вăрнар районĕнчи Аçăмçырми шкулĕнче вĕренекенсем çĕнтерчĕç.

Команда тăтăшах Раççей шайĕнче иртекен «Хăрушсăрлăх урапи» конкурсра тупăшать. Аçăмçырмисем Тюмень, Ханты-Мансийск, Мускав хулипе облаçĕнче пулнă, иртнĕ çул Владивостокра пултарулăхне кăтартнă. Кăçал вĕсем çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чăваш ен чысне Чĕмпĕрте хÿтĕлĕç.