Хула тулашĕнчи лагерьсенче ачасене кĕтсе илме хатĕрленеççĕ

Çуллахи каникулччен вăхăт нумай та юлмарĕ. Тепĕр икĕ эрнерен лагерьсем вĕренекенсене йышăнма пуçлĕç. Хальлĕхе вара ача-пăча канмалли вырăнсенче юсав пырать. Муниципалитет лагерĕсене йĕркене кĕртме Шупашкар хула администрацийĕн хыснинчен 3 миллион та 255 пин тенкĕ уйăрнă.

Алиса Александрова, Павел Иритков

Республикăри лагерьсенче пĕлтĕр çулла 5 пин те 700 ытла ача сывлăхне çирĕплетнĕ. 2017 çулти сезонта та унран кая мар çын канма пултарĕ.

- Кăçал 5766 ача канĕ. Хула бюджетĕнчен çакăн валли 62 миллион тенкĕ уйăрнă, - тет Шупашкар хула администрацийĕн вĕренӳ управленийĕн информаци секторĕн ертӳçи Оксана Замятина.

«Березка» лагерь 1962-мĕш çулта уçăлнă. Çулсерен ачасен канăвне тĕрĕс йĕркелес тесе программăна кăсăклăрах тума тăрăшаççĕ кунта, лагерь лаптăкĕнче кашнинех тĕрлĕ юсав тăваççĕ. Кăçал унта 1 миллион тенке яхăн тăракан çĕнĕ вăйă комплексĕ вырнаçтарĕç. «Чи кĕçĕннисем валли чăн-чăн парне пулĕ çакă», - теççĕ лагерьте ĕçлекенсем. Баскетболла вылямалли лаптăка та улăштарма вăхăт çитнĕ. Çĕнĕ йышши лапам самай пысăкрах та лайăхрах пулĕ. Рабочисем ăна вăхăтра йĕркене кĕртсе çитерес тесе ĕçлеççĕ.

- Ку ĕçе эпир иртнĕ эрнекун пуçларăмăр, материалсене вăхăтра çитереççĕ, пĕр чарăну та çук, - теççĕ рабочисем.

Муниципалитетăн «Березка», «Бригантина», «Волна» лагерĕсенче хатĕрленӳ ĕçĕсем вĕçленсе пыраççĕ. Видеосăнав тытăмне уйрăм тимлĕх уйăраççĕ кунта. Кăçал кану сменисемсĕр пуçне лагерьсенче 10-11 куна тăсăлакан профильлĕ сменăсем те ĕçлĕç. Вĕсенче ачасене театр ăсталăхне, акăлчан чĕлхине, çăлавçăсен ĕçне вĕрентĕç. Ашшĕ-амăшĕ йышăнса хунă, анчах тĕрлĕ сăлтава пула илмен путевкăсем пур. Халĕ вĕсене туянма май пулĕ. Çакăнпа çыхăннă мĕн-пур ыйтăва вĕренӳ управленийĕнче хуравлама хатĕр.