Сĕнтĕрвăрри районĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисен ячĕпе асăну хăми уçнă

Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Хыркассинче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă паттăрсене асăнмалли вырăн нихăçан та пулман. Çак ыйтăва татса парассипе çынсем такамран пулăшу кĕтмен, хăйсен вăйĕпе асăну хăми вырнаçтарнă.

Оксана Баскакова, Вадим Владимиров

Валентина Степанова Шупашкарта пурăнать, çавах та тăван ялне манмасть, кунта час-часах килсе çÿрет. Ял-йыш та ăна хисеплет. Валентина Николаевна тăрăшнипех кунта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене халалласа асăну хăми çакнă.

- Хыркасси ялĕнче хисеп хăми нихăçан та пулман. Ваттисем ÿкĕнсе калаçатчĕç пире никам та хисеплемест тесе, - палăртать Валентина Степанова.

Ял çыннисем пĕр çемьери пек туслă пурăнаççĕ. Асăну хăмине тума та пурте хутшăннă. Сăмахран, Николай Шаготов вăрçăра пуç хунисен ячĕсене тупма пулăшнă.

- Шаготов Иван Данилович - вăл ман атте. Колхозра ĕçленĕ, хыпарсăр çухалнă, - каласа кăтартать вăл.

- Пирĕн атте те вăрçăран аманса килнĕ. Вĕсем пĕр кунта 11 кайнă тет. Çак пĕчĕк 29 çуртлă ялтан. Пирĕн атте çеç таврăннă, - тăсать сăмахне Валентина Степанова.

«Эпир хамăрăн паттăрсене нихăçан та асран кăлармăпăр. Вăрçă çеç пирĕн тăнăç пурнăçа урăх ан пăлхантартăр», - теççĕ ялта пурăнакансем.