Культура çурчĕн чи лайăх ертÿçи Канаш районĕнчи Сиккассинче ĕçлет

Канаш тăрăхĕнчи Сиккасси яланах пултаруллă çынсемпе палăрса тăнă. Кунти юрă-ташă ушкăнне те республикипех пĕлеççĕ. Ялти клуб пĕрре мар тĕрлĕ конкурса хутшăнса грантсем çĕнсе илнĕ. Нумаях пулмасть вара учреждени пуçлăхĕ «Культура çурчĕн чи лайăх ертÿçи» ята тивĕçнĕ.

Вероника Павлова, Александр Яковлев

Ирина Андреева мĕн пĕчĕкрен юрлама юратнă, музыка инструменчĕсемпе калама хăнăхнă. Çавăнпа та професси суйлама вăхăт çитсен нумай шухăшламан, музыка училищине вĕренме кĕнĕ. Диплом илсен çамрăк специалист тăван ялне таврăннă, культура çуртĕнче ĕçлеме пуçланă. Унтанпа 29 çул иртнĕ ĕнтĕ. Вăл шутра 13 çул Ирина Анатольевна пуçлăх тилхепине тытса пырать. Маларах кунта Раççей Федерацийĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Николай Бабанов вăй хунă.

Ялти культура вучахĕ ан сÿнтĕр тесе нумай тăрăшма тÿр килнĕ. Сиккасси тăрăхĕнче тĕрлĕ пултарулăх ушкăнĕ йĕркеленнĕ. Чи сумлисем - «Асам» вокалпа инструмент ансамблĕ тата хор. Иккĕшĕ те «халăх» ятне тивĕçнĕ.

- Пирĕн хор 1972 çултанпа халăх хорĕ шутланать. Унта ваттисенчен пуçласа вĕттисем таранах юратса çÿреççĕ, - тет хор ертÿçи Алексей Мурзуков.

Сиккассинче ачасене те культурăпа кăсăклантараççĕ. Кунта «Хĕлхем» театр ĕçлет. Виçĕ çул каялла ăна çамрăксен республикăри чи лайăх коллективĕ тесе йышăннă. Теннис тата шашка кружокĕсене те шкул ачисем хаваспах çÿреççĕ. Ирина Андреева пуçарнипе йĕркеленнĕ «Тарават» çемье ушкăнĕ час-часах тĕрлĕ районта концертпа пулать. 2014-мĕш çулта вара Сиккассинчи клуб «Республикăри чи лайăх культура учрежденийĕ» ята тивĕçнĕ. Вĕсене 100 пин тенкĕлĕх сертификат панă. Укçапа ушкăнсем валли çĕнĕ çи-пуç çĕлеттернĕ тата музыка инструменчĕсем туяннă.

- Ĕçе юратса тăватпăр, чуна парса. Пĕр кун та ахаль ларман. Хамăн ĕçтешсене те калатăп: «Çынсем пире ахаль укçа илсе лараççĕ тесе каланă ан пултăр», - тет культура çурчĕн ертÿçи Ирина Андреева.
Тăрăшулăхшăн Ирина Андреева «Чăваш республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ята тивĕçнĕ. Нумаях пулмасть вара культура çурчĕсен ертÿçисен конкурсĕнче мала тухнă. Ÿсĕм хăй тĕллĕн килмест, тет пултаруллă хĕрарăм. Кăçал сиккассисем культура çурчĕ никĕсленнĕренпе 50 çул çитнине анлă паллă тунă. Пĕрле пухăнса савăнни малалла ĕçлеме хавхалантарать, теççĕ вĕсем.