5 çулти Илья Голубовские ырă çынсен пулăшăвĕ кирлĕ

Пирĕн телерадиокомани «Русфондпа» пĕрле пуçарнă ыркăмăллăх акцине малалла тăсать. Ку хутĕнче пулăшу Шупашкарти 5 çулти Илья Голубовскине кирлĕ. Арçын ача шалкăм çапнипе аптрать. Ăна Мускаври медицина технологийĕсен институтĕнче сиплеме пултараççĕ, анчах та çемьен укçа çитмест. Çавăнпа телекуравçăсенчен пулăшу ыйтаççĕ.

Надежда Александрова, Наталья Егорова, Виктор Степанов

Илья - йĕкĕрешсенчен пĕри. Унăн Паша ятлă пиччĕшĕ пур. Вĕсем иккĕшĕ те вăхăтран иртерех кун çути курнă. Питĕ вăйсăр çуралнă. Паша çителĕклĕ аталаннă. Илюша вара, кăвапа пырши мăйĕ тавра çакланнипе çуралнăскер, халĕ те ураланаймасть. Павел ахаль ача сатне çӳрет, Илья - ятарлине. Пĕтĕмĕшле илсен арçын ача хăйĕн пиччĕшĕнчен нимĕнпе те уйрăлса тăмасть. Ун пекех çырма та, шутлама та пултарать. Питĕ нумай сăвă пĕлет.

Илья - питĕ тăрăшуллă та тимлĕ арçын ача, кашни кун вĕренет. Сăрлама юратать, унтан та ытла — хусканусем тума. Пĕр пӳлĕмрен теприне куçма хальлĕхе Ильяна питĕ йывăр, ÿпеленсе çÿрет. Урасене аталантарма нумай вăй тăкма тивет. Кашни кун чупмалли çул тата турник çинче хăнăхтарусем тумалла. Илюша çӳрекен ача сатĕнчи педагогсем арçын ача малашне ахаль шкулта та вĕренме пултарасса шанаççĕ. Анчах та çакăн валли нумай ĕçлемелле, реабилитаци курсĕсене пĕрре мар ирттермелле. Ильяна Мускаври медицина технологийĕсен институтĕнче йышăнма хатĕр. Унта сипленме 199 пин те 430 тенкĕ кирлĕ. Кун пек укçа Ильян çемйинче çук. Хĕрарăм ывăлĕсене пĕчченех ӳстерет. «Русфонд» сайт вулаканĕсем 120 430 тенкĕ пухĕç. Спонсор 50 пин тенкĕ парĕ. Тата 29 пин тенкĕ кирлĕ. Ильяна пулăшас тесен 5542 номер çине «ДЕТИ» сăмах ямалла. Пĕр смс хакĕ

- 75 тенкĕ. Айфон тата Андроид йышши телефонсен хуçисем ятарлă хушăм урлă укçа куçарса пама пултараççĕ. Ытти пулăшмалли мелсем пирки «Русфонд» сайтĕнче тĕплĕнрех пĕлме пулать. Илья хăйĕн ĕмĕчĕ пурнăçланасса шанать. Вăл пушара хирĕç кĕрешекен пуласшăн.