Республикăра пĕрремĕш хут „Атăл ывăлĕсен юрри-ташши“ фестиваль-конкурс иртрĕ

Республикăра пĕрремĕш хут «Атăл ывăлĕсен юрри-ташши» фестиваль-конкурс иртрĕ. Чăваш эткерне упракан чи пултаруллă ушкăнсем халăх пултарулăх центрне - Трактор тăвакансен культура керменне пуçтарăнчĕç. Фольклор уявĕнче Леонид Петров корреспондент пулса курчĕ.

Леонид Петров

Шупашкара районсенчи тупăшусенче мала тухнă ушкăнĕсемпе уйрăм юрăçсем çеç килме пултарнă. Вĕсем сахал мар хатĕрленнĕ пулин те, кашни коллектив сцена çине тухас умĕн ăсталăхне тата туптама тăрăшрĕ. Культура керменĕнче купăс, шăхличĕ, шăпăр, балалайка тата ытти инструмент сасси вĕçĕмсĕр янраса тăчĕ. Конкурс-фестивале арçынсен юрри-ташшине упраса хăварас тата аталантарас тĕллевпе йĕркеленĕ.

- Чăвашсен йăли-йĕрки питĕ пуян, ăна упраса хăварасчĕ, - тет Александр Осипов музыковед тата тÿре.

Артистсем темиçе номинацире тупăшрĕç. Элĕк районĕнчи «Валинке», Муркаш тăрăхĕнчи «Екрем» тата Етĕрне районĕнчи «Вирьял» ушкăнсем ĕç юррисемпе паллаштарчĕç. Элĕксем ниме йăли-йĕркине сăнларĕç. Етĕрне районĕнчи туриачаксем вара сăвай çапнă чухнехи ĕç-пуçа кăтартрĕç. Трак ен артисчĕсем ямшăк юррипе тыткăнларĕç. Николай Никоноров ертсе пыракан ушкăна республикăра кăна мар, унăн тулашĕнче те аван пĕлеççĕ.
Фестиваль халăх культури чăнах та иксĕлми пулнине çирĕплетрĕ. Сĕнтĕрвăрри районĕнчи «Кунер» тата «Хамăрьял» ушкăнсем, Шупашкар районĕнчи «Кăмăл», Канаш тăрăхĕнчи «Шевле» тата «Туслăх» коллективсем салтака ăсатнине кăтартрĕç.

- Ку фестиваль артистсене малашлăх парать, питĕ лайăх, - тет Муркаш районĕнчи „Янаш“ ушкăн ертÿçи Родион Петров.

Ĕлĕк-авал арçынсем çеç шăпăр-купăс каланă. Иртнĕ ĕмĕрте вара хĕрарăмсем те ку ăсталăха хăнăхма пуçланă. Фестивальте тÿресем кашни ушкăн пултарулăхне пысăка хурса хакларĕç. Чи лайăххисене дипломсем, кубоксем тата халăх инструменчĕсем парса хавхалантарчĕç. «Атăл ывăлĕсен юрри-ташши» фестивалĕн Гран-прине вара Элĕк районĕнчи «Валинке» фольклор ушкăнĕ тивĕçрĕ.